Понедельник, 22 апреля

Чи ăста вылякан команда — çĕнтерӳçĕ

Чи ăста вылякан команда — çĕнтерӳçĕ

Апрелĕн 7-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК спортзалĕнче баскетбол вăййипе турнир иртрĕ. 2004—2006 çулсенче  çуралнă каччăсем «Единая Россия» партин  «Молодая Гвардия» вырăнти  уйрăмĕн  парнисене  çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Молодая Гвардия»  вырăнти уйрăмĕн ертӳçи тата асăннă ăмăртусен йĕркелӳçи Василий Кокарев, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Евгений Тихонов пухăннисене саламларĕç, вăйăсенче ăнăçу сунчĕç. Сергей Остапиенко тĕп судья  хутшăнакансене вăйă йĕркипе паллаштарчĕ, турнира старт пачĕ.

Олимп системипе йĕркеленĕ турнирта командăсен тĕлпулăвĕсем хĕрӳ кĕрешӳре иртрĕç.  Ăмăртăва хутшăннă 9 команда хушшинче  Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул команди — 1-мĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул команди — 2-мĕш, Тукай Мишер вăтам шкул команди 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕнтерӳçĕсемпе призерсем  «Единая Россия» партин  «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн, медалĕсене, Хисеп грамотисене çĕнсе илчĕç тата парнисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Чи лайăх вылякан» номинацире Никита Самуков (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), «Чи лайăх хӳтĕлевçĕ» номинацире Рузиль Комотов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), «Чи лайăх центрта вылякан» номинацире Данир Шакуров (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) наградăсене тивĕçрĕç.

Турнир спортсменсене те, курма килнисене хавхалануллă та çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.

С.Орлов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *