Четверг, 8 декабря

Паллă кун умĕн – мероприятисем

Паллă кун умĕн – мероприятисем

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулта 4 «а» класра «Пĕлетĕр-и, мĕнле пулнă вăл?» пĕлӳ сехечĕ иртнĕ. Мероприятин тĕп геройĕсем, паллах, тĕнче уçлăхне пĕрремĕш вĕçнĕ Юрий Гагарин космонавт тата пирĕн ентеш, виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев пулнă. Ачасем космонавтсен пурнăçĕ çинчен фильм пăхнă, вĕсен кун-çулĕпе тата çын тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнипе паллашнă.

5 «б» класс вĕренекенĕсем  тĕнче уçлăхне çын вĕçсе хăпарнăранпа  61 çул çитнине, пĕтĕм тĕнчери  Авиаципе космонавтика кунне халалланă «Хĕвел системинчи космос çулçӳревĕ» мероприятие хутшăннă. Ачасем хĕвел системинчи планетăсем çинчен кăсăклă фактсемпе пĕр-пĕрне паллаштарнă. Тĕнче уçлăхĕ çинчен илемлĕ ӳкерчĕксем хатĕрленĕ.

6 «к» класра вĕренекенсем «+ăлтăрсем патне каймалли çул» пĕлӳ сехетĕнче  паллă кун темипе документаллă фильм пăхнă.

8 «а» класра пĕлӳ сехечĕ иртнĕ. Класс ертӳçи С.А.Жукова вĕренекенсене 1-мĕш космонавт Ю.Гагарин пурнăçĕ çинчен каласа панă. 8-мĕш классем çыннăн космосран малашне мĕн кĕтмелли çинчен «ĕмĕтленсе» калаçнă.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче апрелĕн 6-мĕшĕнче Космонавтика кунне халалланă «Тĕнче уçлăхĕ ачасен куçĕсемпе» ӳкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Ачасен тĕрлĕ тĕссемпе «вылякан» ĕçĕсенче тĕнче уçлăхĕ, галактикăсем, планетăсем тата çăлтăрсем фантастикăран пирĕн тĕнче чăнлăхне «куçнă».

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 1—4-мĕш классем хушшинче Кристина Читнаева (3 «а») — 1-мĕш, Сергей Токмаковпа (3 «а») Анна Потапова (3 «а») тата Виктория Потапова (4 «а») — 2-мĕш, Петр Колпащиковпа (1 «а») Валерия Цыпленкова (4 «а») тата Полина Кольцовăпа (3 «б») Расиль Ялюков (1 «а») 3-мĕш вырăн йышăннă.

5—8-мĕш классем хушшинче Ксения Живненко (5 «а») 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ольга Кольцова (6 «к»), Илмира Гайнутдинова (5 «а»), Анастасия Рыжова (5 «а») 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Азалия Хамидуллина (5 «б»), Валерия Петрова (5 «б»), Марина Петухова (5 «к») 3-мĕш вырăн йышăннă.

Çамрăк ăру историри пулăмсене, паллă çынсен кун-çулне пĕлни çамрăк ăрăва тăван çĕршыва юратма вĕрентет, патриот туйăмне аталантарать.

С.Ефимова хатĕрленĕ.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *