Суббота, 20 апреля

Тăванĕсене шыраççĕ

Тăванĕсене шыраççĕ

Март уйăхĕнчи «ЗОЖ» 6-мĕш номерĕнчи хаçатра Комсомольскинче пурăнакан Валентина Георгиевна Васильева ашшĕпе пĕртăван Михаил Иванович Сольников шăпине тĕпчесе пĕлес тесе хаçата пулăшу ыйтса çырни куç умне тĕл пулчĕ.  Çак хыпара хаçатра вуланă хыççăн чăтаймарăм, тӳрех паттăр салтак çинчен  информаци шырама тытăнтăм. Манăн çав тери хамăр район çыннине пулăшас кăмăл çуралчĕ, мĕнле те пулин хыпар тупса савăнтарас килчĕ.

Раççей оборона министерстви архивĕнчи документсемпе паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума май килчĕ. Михаил Иванович Сольников (Сальников) Рязань облаçĕнчи Спаск-Клепики хулинче 1919 çулта çуралнă. Чăваш Республикинчи Куславкка районĕнчи Куславккари военкоматран 1940 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă.

Вăрçăн пĕрремĕш кунне Хĕвелтухăç фронтĕнче кĕтсе илнĕ. Каярахпа Донской фронтра, 2-мĕш Беларуç фронтĕнче паттăрлăх кăтартнă, 2 хутчен аманнă: 1941 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Орлов облаçĕнчи Мценск хули таврашĕнче тата 1942 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Сталинградри çапăçура.

1943 çулта октябрь уйăхĕнче Сольников старшинана ВКП (б) членне илнĕ. 1945 çулта кĕçĕн офицерсен курсне ăнăçлă вĕçленĕ. Кĕçĕн лейтенант, 447-мĕш разведротăри взвод командирĕ нумай çапăçусене хутшăнать. Заданисенчен темиçе хутчен те тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсене кирлĕ çĕре илсе çитернĕ.

Стрелоксен 64-мĕш дивизийĕнче çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн М.И.Сольников «За оборону Сталинграда» медаль, икĕ хутчен «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне илме тивĕç пулнă. Çакна 1943 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче 057/Н приказпа килĕшӳллĕн тата 1944  çулхи июлĕн  30-мĕшĕнче 042/Н  тухнă  приказ  çирĕплетет.  2-мĕш  Беларуç  фрончĕн 49-мĕш армин стрелоксен 385-мĕш дивизийĕн стрелоксен 70-мĕш корпусĕнче 1945 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче 021/Н приказ тухнă. Унпа килĕшӳллĕн Михаил Сольников кĕçĕн лейтенанта Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе чысланă. Награда хучĕ çинче çакăн пек çырни пур: «1945 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче каçхине разведчиксен взвочĕ Сольников кĕçĕн лейтенант ертсе пынипе Данциг районĕнчи Шеферай ялĕ çывăхĕнчи тăшманăн траншейине пĕрремĕш  çитсе  оборонăна  татнă.  1945  çулхи  мартăн 24-мĕшĕнче каçхине кĕçĕн лейтенант Данциг хулинче нимĕçсен пулемет расчетне пĕчченех тыткăна илнĕ. Март уйăхĕнче кăна Сальниковăн взвочĕ 47 нимĕç салтакĕпе офицерне тыткăна илнĕ, 50 гитлеровеца леш тĕнчене ăсатнă».

Архиври документсенче паттăр разведчик награда илнĕ хыççăн виçĕ кунтан, 1945 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче, Германири Хĕвеланăç Помераринче Одер юханшывĕ урлă каçнă чухне вилнĕ тесе çырса хунă.  Ытти юлташĕсем çинчен çакăн пек палăртни пур: «Убит и утонул в реке Одер у города Шведт в Германии».

Паянхи кун «Астăвăм» кĕнекере паттăр офицер хыпарсăр çухалнисен шутĕнче тăрать. Архиври документ çак хыпара вăрçă вăхăтĕнче Чăваш республикинчи Куславкка районĕнчи Семечкино ялĕнче пурăнакан аппăшĕ Агреппина Ивановна Сольникова патне ярса пани çинчен калать.

Никам та манăçман, шырар хамăрăн паттăрсене, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунăскерсене. Халĕ питĕ нумай вăрçă вăхăтĕнче вăрттăнлăхра пулнă архиври документсем уçăлнă. Çавна кура хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене тупса палăртма май пур.

П.Зайцев.

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *