Ака-суха ĕçĕсене хатĕр

Ака-суха ĕçĕсене хатĕр

Çураки ял ĕçченĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хресчен ăна кĕркуннех, мĕн çитĕнтернине пуçтарса илсенех хатĕрленме пуçланă. Пирĕн районти чылай ял хуçалăх предприятийĕсем пирки те çаплах калама пулать. Çурхи ака-суха ĕçĕсем ирттерме кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсен чылай пайне иртнĕ çулах туртарса килнĕ. Вăрлăха акма юрăхлă кондицие лартас тесе те пĕлтĕрех ĕçлеме  пуçланă. Элита сортлисем те туяннă. Кăçал акмалли вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ. Минераллă удобренисем енĕпе те лару-тăру япăх мар. Кĕр тыррисене апатлантарма аммиак селитри илсе килсе пĕтернĕпе пĕрех. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи тракторсемпе прицепсен чылай пайĕ техника тĕрĕслевĕ урлă тухнă. Халĕ механизаторсем кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаççĕ, ку ĕçсем те вĕçленсе пыраççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем ака ирттерме патшалăх пулăшăвĕпе те усă курнă.

Пĕтĕмĕшле илсен районти ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама хатĕр тесен те юрать. Юр кайса пĕтсен, çĕр пулса çитсен хирсем ĕç шавĕпе тулĕç, çĕр ĕçченĕсем яланхиллех ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçласси пирки иккĕленӳ çук.

А.Селиванов,

район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *