Техника юсавлă, ĕçлеме те кăмăллă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен техника паркĕсенче, вăл шутра «Восток» колхозра та, 30—40 çул каялла тракторсемпе комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем паянхинчен чылай нумай шутланнă. Паллах,  вĕсемпе ĕçлеме  механизаторсем ытларах кирлĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче яла юлнă çамрăксем  хапăлласах техника çине ларнă. Паян пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче тăрăшакансенчен ытларахăшĕ çав вăхăтри çынсем. «Восток» хуçалăх вăл вăхăтра та техникăна ĕçлеттерес енĕпе çеç мар, вĕсене упрас, ĕмĕрĕсене вăрăмлатас тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак ырă йăлана кунти ертӳçĕ, специалистсем, механизаторсем  те  паянхи кун та тытса пыраççĕ.

Çакна кăçалхи техника тĕрĕслевĕ тепĕр хут туллин çирĕплетрĕ. Хуçалăхри 13 трактор тата 5 прицеп çинче комисси кăлтăксем тупса палăртмарĕ. Вĕсем пурте ĕçе тухма хатĕр, прицепсене сăрланă. Тракторсем тĕрлĕ вăхăтсенче туяннисем. Вĕсен хушшинче 20—30  çул ĕçлекеннисем те пур. Апла пулин те ял хуçалăх кооперативĕнчи ăста механизаторсем «ватă» тракторсене те тĕплĕ юсаса хирте ĕçлеме хатĕрлесе çитерме пултарнă. Паллах кооператив правленийĕ машинăпа трактор паркне çĕнетес енĕпе ĕçлемесĕр тăмасть. Пĕлтĕр çеç вĕсем виçĕ çĕнĕ трактор, «Дон» комбайн туяннă. Малашне те кунта кивелсе пыракан техникăна паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен хăватлă тракторсемпе, çĕр ĕçне пахалăхлăрах пурнăçлама май паракан агрегатсемпе улăштарса пырас тĕллевлĕ.

Техника тĕрĕслевне Чăваш наци телевиденийĕ ӳкерсе илчĕ. Ăна паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче «Эрне» хыпарсен тишкерĕвĕнче курма пулать. Техосмотр хыççăнхи кĕске канашлура каланă хăш-пĕр сăмахсене асăнса хăвармаллах. Çакă пĕр «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнчи механизаторсемшĕн çеç мар районти ытти хуçалăхсенчи çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.  Çурхи кун çулталăк тăрантарать — тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çак хĕрӳ тапхăрта кашниех васкарах ĕçлеме тăрăшать. Хăвăртрах мĕн палăртнине акса-лартса хăварасшăн. Анчах та техника тата ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Эсир вĕсене хăвăр та питĕ лайăх пĕлетĕр. Анчах та тепĕр чухне халиччен ун пекки пулманччĕ, халĕ те нимĕн те пулмĕ тени те тĕл пулать. Инкек сиксе тухсан вăл хурлăха нимĕнпе те татаймăн. Çак шухăша Чăваш республикин патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ В.П.Димитриев, районти тата Елчĕк районĕн патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕсем С.Н.Кокарев, В.А.Мекшеев, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.В.Селиванов, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.Г.Михеев та палăртрĕç. Çаксем  ахальтен каланă сăмахсем мар. Шел пулин те, çĕршывра, республикăра, хамăр районта та çураки вăхăтĕнче ĕçре инкек курнă тĕслĕхсем пулнă. ,ç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене «юнпа çырнă» тенĕччĕ пĕр специалист.

— Халĕ кăкарса ĕçлемелли агрегатсене ака-суха ĕçĕсем валли хатĕрлеме пуçлатпăр. Çунтармалли- сĕрмелли материалсем пур, вăрлăх çителĕклĕ. Механизаторсенчен хăшĕ-пĕри икĕ тракторпа ĕçлесен те çуракине чиперех ирттерсе ярăпăр. Трактористсем опытлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, — терĕ Валерий Геннадьевич.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *