Суббота, 7 сентября

Ака-суха ĕçĕсем çывхарса пыраççĕ

Çураки ял çыннишĕн чи яваплă ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Ăна хатĕрленме вăл кĕркуннех, мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртнĕ хыççăнах пуçлать тесен те тĕрĕсех пулĕ.

Мартăн 18-мĕшĕнче пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пулса пынипе тата выльăх-чĕрлĕх мĕнле хĕл каçнипе  паллашма ЧР Ял хуçалăх министерствин тата çак отрасльпе çыхăннă республикăри учрежденисемпе предприятисен ертӳçисемпе специалисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса хуçалăхсене çитсе курчĕç, унти лару-тăрупа паллашрĕç, ертӳçĕсемпе специалистсемпе калаçрĕç. Пĕрремĕш ушкăнăн ĕçлĕ çулçӳревĕ «Луч», «Урожай», «Рассвет», «Восток», «Асаново» хуçалăхсем урлă иртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен асăннă хуçалăхсенче  пуринче те çуракине хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Вăрлăхсене акмалли кондицие çитернипе пĕрлех элита сортлисемпе те улăштараççĕ, çĕннисем туянаççĕ. Ака-суха иртерме кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсен чылай пайне туртарса килнĕ. Минераллă удобренисем янтăланă, çывăх вăхăтра вĕсене илсе тухма килĕшӳсем тунă. Механизаторсем пикенсех тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕрлеççĕ, кĕçех кăкарса ĕçлемелли агрегатсене те юсама пикенеççĕ. Пур çĕрте те республика представитĕлĕсемпе хуçалăхсен ертӳçисемпе специалисчĕсем хушшинче ĕçлĕ калаçусем пычĕç. «Рассвет» ял хуçалăх  кооперативĕнчи ĕçченсем хĕл каçма упрама хунă çĕрулмие суйлаччĕç. Çак ĕçе кунта механизациленĕ. Ятарлă транспартерпа усă кураççĕ. Ĕçе куллен çирĕм ытла çын хутшăнать, кунсерен  20-шер тонна «иккĕмĕш çăкăра» суйласа сеткăсем çине тултараççĕ. Хуçалăх иртнĕ çул çĕрулмирен çанталăк условийĕсене пăхмасăр япăх мар тухăç илнĕ, кăçал та çак тымарçимĕçпе ĕçлесшĕн. Представительсем хуçалăхри сĕт-çу фермин ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç.

Иккĕмĕш ушкăн малтанах Р.М.Шарафутдиновăн фермер хуçалăхне çитрĕ. Кунта çуракине мĕнле хатĕрленнипе паллашнипе пĕрлех çĕнĕ сĕт-çу ферминче те пулса курчĕç.    

 «Госсорткомиссия» ФГБУра вăрлăхсемпе ĕçлес тĕлĕшпе лару-тăру еплерех пулнипе те интересленчĕç. «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче те калаçу çуракине хатĕрленес, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру тавра пулчĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра 4200 тонна упрама пултаракан пахчаçимĕç хранилищинче тата çĕрулмие çуса ятарлă пакетсем çине тултаракан  цехра пулса курчĕç. Семинара хутшăнакансене «АгроМол» ССППК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та интереслĕ пулчĕ.

Хырхĕрри культура çуртĕнче канашлу иртрĕ. Унта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертӳçисемпе специалисчĕсене çеç мар, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Вĕсем вырăнти тĕлпулусенче те пулчĕç. Ку ахальтен мар. Юлашки вăхăтра çĕршыв, Чăваш республикин правительстви ялта пурăнакан уйрăм çынсене пулăшас тĕлĕшпе чылай йышăну тунă. Вĕсемпе паллаштарас, ăнлантару ĕçĕсем тăвас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

Канашлăва район пуçлăхĕ Р.М. Мансуров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Малтанах ЧР «Агро-Инноваци» КУПăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Ю.Г.Егоров трибуна умне тухрĕ. Хăй сăмахĕнче вăл ытларах выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусене хускатрĕ, вĕсен пахалăхĕ продукци илес енĕпе пысăк пĕлтерĕш лĕ пулнине палăртрĕ. Чăваш республикин патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ В.П.Димитриев пирĕн район техника çине пысăк тимлĕх уйăрас, унăн ĕмĕрне вăрăмлатма тăрăшас енĕпе ăнăçлă ĕçленипе республика шайĕнче те лайăх енчен уйрăлса тăнине палăртса хăварчĕ. Çĕршыври чылай регионти пекех пирĕн республикăра  та, районта та механизаторсем ватăлса пынине, çавăнпа та çамрăк кадрсем хатĕрлес енĕпе утăмсем тумаллине асăнчĕ. «Чувашхлебпродукт» АО генеральнăй директорĕн  çумĕн И.Н.Семеновăн сăмахĕсем тырăсен пахалăхĕ, вĕсене сутас-туянас енĕпе пулчĕç. «Россельхозцентр» ФГБУн республикăри филиалĕн ертӳçин çумĕ О.Н.Исаев ӳсентăрансене чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхлас, çĕр пулăхлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе  районта лару-тăру мĕнле шайра пулни, çак енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ.  Хăй сăмахне çирĕплетме чылай цифра илсе кăтартрĕ. «Чувашский» ГЦАС ФГБУ директорĕн çумĕ С.В. Лисицын  та çĕр пулăхлăхĕпе  çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕ. «Госсорткомиссия» ФГБУн республикăри филиалĕн начальникĕ В.В.Сидоров вăрлăхсен пахалăхĕ, вĕсене çĕнетесси, элита сортсемпе улăштарасси тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. ЧР Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Р.Фролов ытларах ялта пурăнакан уйрăм çынсене çĕр çинче ĕçлеме тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме патшалăх паракан пулăшусем пирки калаçнă май Комсомольскисем яланхи пекех çуракине тĕплĕн хатĕрленсе çитсе ăна пахалăхлă та вăхăтра ирттерсе ярасси пирки иккĕленменнине палăртрĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.В.Селиванов  хуçалăхсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленессине хăвăртлатма ыйтрĕ. Канашлура çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, ӳсентăран «тăшманĕсене» хирĕç кĕрешмелли препаратсемпе тата ытти продукципе суту-илӳ тăвакан службăсен представитĕлĕсем хăйсен продукцийĕсемпе паллаштарчĕç, çыхăну тытма чĕнчĕç. Юлашкинчен «Восток» ЯХПК председателĕ В.Г.Михеев хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса кирлĕ сĕнӳсемпе канашсем панăшăн тав турĕ.

Канашлу вĕçленчĕ. Унти калаçусем чылайăшне вăл е ку ыйту çине урăхларах куçпа та пăхма пулăшрĕç пулĕ.  Умра вара яваплă тапхăр. Вăл кунсерен çывхарсах пырать. Çавăнпа та вăхăт пур тесе лăпланса лармасăр  ака-суха ĕçĕсене хатĕрленессине хăвăртлатмалла.

Ю.ГавриловĔ

Р.Басников. 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *