Чăваш республикинчи ЗАГС уйрăмĕсен 2022 çулти январь — февраль уйăхĕсен пĕтĕмлетĕвĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурĕ 1771 ача çуралнă. Вĕсенчен 856-шĕ — хĕр ача, 915-шĕ — арçын ача. Ашшĕ-амăшĕ 46 хĕр пĕрчине Виктория ят хунă. Йĕкĕреш ачасем çуралнă 13 тĕслĕх пулнă: Шупашкар хулинче — 11, Куславкка районĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче — пĕрер. Çемьере харăс виçĕ ача кун çути курнă тĕслĕхсем палăртман.
Пирĕн районта çулталăк пуçланнăранпа 30 пепке çут тĕнчене килнĕ. Январь уйăхĕнче — 5 арçын ача, 9 хĕр ача çуралнă. Февральте 13 арçын ача çуралнă, 3 хĕр ача.
Çын вилнине регистрациленин кăтартăвĕсем тăрăх, районта вилеслĕх ӳсни палăрать. Январьте 29 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, февральте пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнисен хисепĕ 38-па танлашнă.
Мăшăрланнине регистрациленин шучĕ ӳсни вара лайăх пулăм. Январьте — 5 çĕнĕ çемьешĕн, февральте 12 мăшăршăн Мендельсон вальсĕ янăранă.
Районти ял тăрăхĕсенчи демографи лару-тăрăвне тишкерес пулсассăн, 2021 çулта çуралакансен шучĕ вилнисеннинчен Урмаел ял тăрăхĕнче çеç нумайрах пулнă — 61 ача çуралнă, 54 çын вилнĕ. Ытти ял тăрăхĕсенче пепке çуралнипе савăнакан çемьесем, çывăх çыннине юлашки çула ăсатакансенчен палăрмаллах сахал. Александровка ял тăрăхĕнче 6 ача çуралнă, 33 çын вилнĕ; Элпуç ял тăрăхĕ 7 çут тĕнчене килнĕ, 23-шĕ уйрăлнă; Асанкасси ял тăрăхĕнче 4 çуралнă, 12 пурнăçран уйрăлнă; Кайнлăк ял тăрăхĕнче 5-ĕн çурланă, 22-ĕн вилнĕ; Комсомольски ял тăрăхĕнче — 47 пепке çемьесене савăнтарнă, 86 çын вилнĕ; Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче 5 ача çуралнă, 31 çын леш тĕнчене кайнă; Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче 7 ача çурланă, 29-ăн вилнĕ; Хырхĕрри ял тăрăхĕнче пачах çуралман, 16 çын вилнĕ; Тукай ял тăрăхĕнче 15 ача çуралнине регистрациленĕ, 44 çын вилнĕ; Шурут ял тăрăхĕнче 3 ача çуралнă, 32 çын вилнĕ; Чĕчкен ял тăрăхĕнче 12 пепке çут тĕнчене килнĕ пулсассăн 27 çын пурнăçран уйрăлнă.
О.Федотова,
район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ.