Суббота, 7 сентября

Яланах пулăшма хатĕр

— Тукай Мишер ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Вапя аппапа Лена аппа ĕçлетчĕç.  Çапла чĕнеттĕмăр В.Ивановăпа Е.Лукиянова фельдшерсене хисеплесе. Вĕсем çынсемпе кăмăллăччĕ, яланах пулăшу пама хатĕрччĕ. Чăвашсем пулсан та тутарла таса калаçатчĕç. Йывăр чирлисене те кирлĕ эмелсепе сиплесе сыватма тăрăшатчĕç. Эпир, ачасем, вĕсем çине ăмсанса пăхнă.  Çавăнпах пулĕ манăн та медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт тĕвĕленчĕ, — калаçăва тӳрех çак сăмахсенчен пуçларĕ Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тăрăшакан М.М. Хамдеева.

Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас шутпа вăл ялти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1975 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унта виçĕ çул пĕлӳ пухнă хыççăн ача-пăча патронаж медицина сестри специальноçа алла илет. 1978 çултан пуçласа вара Минизия Минетулловнан пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ачасен сывлăхне сыхлассипе çыхăнать. Вăл малтанах районти тĕп больницăра ĕçлет. Ачасем пĕчĕкрен сывлăхлă ӳсчĕр, вĕсене усал чир-чĕр ан çулăхтăр тесе тăрăшать. 1995 çултан вăл — Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче. Ку — ял пысăк. Ача çуратакансем те чылай.  Çавăнпа та ĕçĕ те нумай. 17 çул тултариччен кашни ача унăн  куçĕ умĕнче.  Çавăнпа та М.Хамдеева патĕнчен çын татăлмасть. Хăй те тăтăшах тухса çӳрет, ашшĕ-амăшĕ пе курса калаçать, вĕсен пепкисен сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Уйрăмах ун патне нумай пулмасть ача çуратнисен ыйтусем чылай. Шкулта та час-часах пулать вăл, ачасемпе вăл е ку чиртен сыхланас тĕллевпе калаçусем ирттерет. Медицина тĕрĕслевĕсем тухнă чухне те ачасемпе пĕрлех пулать вăл. Уйрăмра вĕсене тĕрлĕ чирсенчен (уйрăмах грипран) прививкăсем те тăвать. Кăçал 8 ача çуралнă, çулталăка çитменнисем 37-ĕн, тата тĕрлĕ ӳсĕмрисем пур. Пурĕ 678 ача ун патĕнче учетра тăрать. «Хăш-пĕр çулсенче 1000—1100 ачана та çитни пулнă. Кăнтăрла çеç мар çĕрле те пулăшу пама пĕрре мар çула тухнă», — каласа парать Миназия Минетулловна.

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнипе çеç мар, мăшăрлансан килти хуçалăхра та ĕç нумайланать. Унта та кунта та ĕлкĕрет вăл. Шел пулин те, мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. М.Хамдеева виçĕ ачапа тăлăха тăрса  юлать. Тĕпренчĕкĕсем пĕринчен пĕри пĕчĕк. Асли 1-мĕш класа каять, кĕçĕнни 2 çулта. Йывăр хуйха ĕçре пусарать вăл. Ачисене ура çине тăратас тесе нумай тăрăшать.  Çав вăхăтрах çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма та вăй çитерет. Халĕ ачисем ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă. Хĕрĕсем те, амăшне кура, сывлăха сыхлас енĕпе çыхăннă професси суйласа илнĕ. Асли — фельдшер, кĕçĕнни — фармацевт. Миназия Минетулловна 7 мăнукĕпе савăнать. 44 çул районти ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнă асанне-кукамайăн чун-чĕри хăпартланупа тулать. Темĕнле хĕн пулсан та вăл йывăрлăхсем умĕнче пуç усман, малаллах талпăннă. Ачисен, мăнукĕсен хаваслă сассисене илтсе савăнни телей мар-и?

Паянхи кун та Миназия Хамдеева ĕç вырăнĕнче. Хăйĕн пурнăçĕнче темĕнле лару-тăрура та пулнă опытлă медицина ĕçченĕ ашшĕ-амăшне, ачисене эмелпе çеç мар кирлĕ те паха сĕн\семпе пулăшма яланах хатĕр.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *