Сала аталанать халăх сывлăхлă пулсан

Сала аталанать халăх сывлăхлă пулсан

Урмаел сали  районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Халăх йышлă пулнипе вырăнти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ çеç пĕтĕм халăх сывлăхне тĕрĕслесе тăма вăй çитереймест. Çавăнпа та ялта пурăнакансенчен çурри районти тĕп больница çинче çирĕпленнĕ. Анчах та çакă Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕç калăпăшне чакармасть.

Унта ĕçлекенсем 1330 ытла çын сывлăхĕшĕн яваплă. Куллен тĕрлĕ ыйтусемпе çитеççĕ кунта. Халĕ коронавирус енĕпе кăткăс лару-тăру вăхăтĕнче уйрăм йĕркепе ĕçлеççĕ. Чирлисемпе тĕрлĕ процедурăсем тунипе пĕрлех çынсем патне килĕсене çитсе пулăшу пама тăрăшаççĕ. Уйрăмра опытлă хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Уйрăм тĕп врачĕ Д.Г.Зиатдинова кунта 2012 çултанпа вăй хурать. Чирлисемпе кăмăллă калаçнипе вĕсене вăхăтра кирлĕ пулăшу пама тăрăшнипе ырă ят çĕнсе илнĕ аслă квалификаци категориллĕ тухтăр. «Пирĕн патра шутра тăракансенчен ытларахăшĕ чĕре тата унпа çыхăннă чирсемпе аптраççĕ. Сывлав çулĕсен чирĕсемпе чирлекенсем те сахал мар. Сахăр диабечĕ холестерин шайĕ виçеллĕ пулманни юн пусăмĕ онкологи… ял çыннисен чирĕсем чылай. Вĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă вĕсене тăхтаса тăмасăр сиплеме е чир малалла аталанассине чарма май парать. Ку тĕлĕшпе диспансеризаци тĕрĕслевĕсем ирттерни пулăшать» — тет Диля Гаязтиновна. Вăл Урмаелĕнче короновируспа чирлисене тупса палăртни халăх вакцинаци тутарма васкаманни пирки те пăшăрханса калаçрĕ. +улталăк пуçланнăранпа ку тăрăхра коронавируспа чылай çын чирленĕ. Нумайăшĕ больницăра сипленнĕ. Килте сипленекенсене кирлĕ медикаментсемпе тивĕçтернĕ. Тĕп тухтăр ял çыннисене уйрăмах 60 çултан иртнĕ ватăсене  коронавирус чирĕнчен прививка тутарма ыйтать. Çакă чиртен сыхланас тĕлĕшпе чи шанчăклă мел пулнине çирĕплетет.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тĕп тухтăрĕн çумĕ М.М.Сахрова та медицинăра чылай çул тăрăшать. Физотерапи кабинетĕнче чирлисене Г.Г. Азизова медицина ĕçченĕ йышăнать. Кунта сиплев процедурисем ирттернипе пĕрлех массаж та тăваççĕ. Уйрăмра тăрăшакан Л.М.Абдрахманова Л.Р.Зарипова медсестрасен ĕçĕпе те кунта пулăшу ыйтма килекенсем кăмăллă. Г.С.Сулейманова шăл тухтăрĕпе ăна пулăшакан З.Х.Хабирова пирки те ыррине нумай калаççĕ. М.М. Хамдеева медицина ĕçченĕ ку тăрăхри ачасен сывлăхĕшĕн яваплă. Районти 41-мĕш аптекăн филиалĕнче ĕçлекен Г.П.Кириллова чирлисене эмелсемпе тата кирлĕ медикаментсемпе вăхăтра тивĕçтерес тесе тăрăшать. Уйрăмри тасалăхпа тирпейлĕхшĕн Н.Г.Азмуханова яваплă.

Коллектив туслăн килĕштерсе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлет. Тĕп тĕллевĕ — халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси. +ак тĕллеве вĕсем туллин пурнăçласа пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шурă халатлă ĕçченсем районта пĕрре мар лайăххисен шутне кĕнĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх та вĕсем районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенчен чи лайăххисем пулнă. Кăçал кунта юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă.Çакăн хыççăн уйрăмăн тулаш тата шалти сăн-сăпачĕ тĕпренех лайăх енне улшăнĕ. Район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсене пурнăçлакан И.И.Ефремова Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăни мĕн май килнĕ таран пулăшса пыни пирки кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ф.Г.Рахимзянов та уйрăма тăтăшах çитсе унти лару-тăрупа паллашать. «Урмаел ял тăрăхĕнче юлашки çулсенче çуралакансем вилекенсенчен йышлăрах пулни палăрать. Ку районта çеç мар республика шайĕнче те яллă вырăнсенче сайра пулакан пулăм. Апла пулсан ял аталанать. Унта пурăнакансен сывлăхне эмелсемпе çеç мар сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе те çирĕплетмелле. Урмаелĕнче физкультурăпа спорт комлексĕ тусан питĕ лайăх пулмалла. Кунта халăх йышлă пурăнать. Ачасене вĕсене анчах мар çитĕннисене те çакă спортпа çывăхрах туслашма май панă пулĕччĕ»_ палăртрĕ Фидаел Гадельянович.

Медицина ĕçченĕсем сиплев енĕпе тăрăшнипе çеç лăпланса лармаççĕ вăл е ку чир-чĕр ан сарăлтăр тесе профилактика ĕçĕсем те чылай йĕркелеççĕ. Халăхпа калаçаççĕ  шкулсенче тĕлпулусем иртереççĕ уйрăмах сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăракан чирсенчен сиенлĕ йăласенчен мĕнле сыхланмаллине ăнлантарса параççĕ. «Чиртен сыхланасси сиплессинчен ансатрах» — теççĕ кунта ĕçлекенсем.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *