Пурнăç каçалăкĕ малалла тăсăлать

Хырхĕрри ялĕнче пурăнакан В.В.Горбунован пĕтĕм пурнăçĕ ĕçĕ-хĕлĕ «Восток» колхозăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăннă. Чылай çул кунта зоотехник пулса ĕçленĕ май унти фермăсенче тăрăшнă çынсем пирки Валентина Владимировнаран лайăхрах пĕлекен çук та пулĕ. Нумаях пулмасть вăл редакцие хуçалăхра нумай çул пăрусем пăхнă çĕрте вăй хунă Е.А.Топтыгина пирки статья илсе çитерчĕ. Вулакансене унпа паллашма сĕнетпăр.

Йĕри-тавра кăмпа-çырлапа пуян вăрман Кĕтне юханшывĕ авкаланса юхать… Çак илемлĕ вырăнта вырнаçнă Хырхĕрри ялĕнче çуралнă ӳснĕ пурăнса 88 çула çитнĕ Елена Алексеевна Топтыгина.

— Аттепе анне «15 лет Чувашии» колхозра ĕçлетчĕç. 1938 çулта пĕрремĕш трактор килнине те астăватăп. Пĕтĕм ял ăна курма пуçтарăннăччĕ. Манăн атте чи малтанхи тракторист пулнă. Вăл ялти колхоз çĕрĕсене çеç сухаламан ытти тăрăхри хуçалăхсенче те ĕçлетчĕ — иртнĕ вăхăта таврăнса аса илет Лена аппа. Ун ачалăхĕ вăл вăхăтри хĕр пĕрчисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕ кил тĕрĕшре те колхозра та тăрăшнă. Хаваслă выляса кулса çитĕнмелли ачалăх пулман та унăн.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Лена 7 çулта çеç пулнă-ха. Вăл ашшĕне ял çыннисемпе пĕрле Сăр хĕрне окопсем чавма илсе кайнине ас тăвать. Унта ашшĕ нумаях пулаймасть фронта кайма повестка илет. Киле таврăнсан йĕкĕрешсенчен пĕри виçĕ çул çурăри ывăлĕ Лена шăллĕ хĕрлĕ шатра чирĕпе чирлесе вилет. Çав кунхинех ашшĕ вăрçа Çтухса каять. Ăна ăсатнине паянхи кун та манаймасть вăл. Тăварлă куççульпе сывпулашать пĕчĕк хĕр. Текех çывăх çыннине кураймасть. Ашшĕ Алексей Петрович Саландаев Смоленск хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуçне хурать. Амăшĕ икĕ ачипе тăлăха тăрса юлать.

Çул çитсен хĕр ача шкула каять. Пур предметсемпе те аван ĕлкĕрсе пырать вăл. Малалла вĕренес ĕмĕтпе çунатланать. Анчах та йывăр пурнăç çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн ăна вĕренмелли кĕнеке вырăнне ĕç кĕнеки тыттарать. Лена 14 çултах сысна ферминче ĕçлеме пуçлать кайран сурăхсем пăхать. Енчен те татах та пĕлӳ  илме май килнĕ пулсан унăн кун-çулĕ те урăхларах çаврăнса тухатчĕ пулĕ. Вăл паянхи кун та ăс-тăн енчен çирĕп М.Лермонтовăн «Мцыри» поэмăри йĕркесене те ас    тăвать.

Ÿссе çитсе хĕр шутне кĕрсен вĕсем ял каччипе Г.Топтыгинпа çемье çавăраççĕ. Кĕçех çамрăксем Алтай крайне тухса каяççĕ. Мăшăрĕ унта тракторпа тăрăшать хăй фермăра ĕçлет. Унта пĕр вăхăт пурăннă хыççăн каялла таврăнаççĕ. Анчах та мăшăрăн çураçуллă пурăнасси нумаях пымасть. Елена Алексеевнăна виçĕ ывăлне ура çине тăратма амăшĕ Анна Сергеевна нумай пулăшать. Хĕрарăм хăй «Восток» колхоз ферминче ирĕн-каçăн тăрăшать.

— Темĕнле йывăр пулсан та чăтнă. Ачасемшĕн вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччăр тесе вăй хунă — аса илет халĕ Елена Алексеевна. Фермăра вара нихăçан та çăмăл пулман. Вăл тăрăшнă çулсенче чылай ĕçе алă вăйĕпе тума тивнине шута илсен пушшех те.

Иртнĕ ĕмĕрти 1980—90 çулсенче «Восток» колхоз выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес енĕпе районта çеç мар республикăра та палăрса тăнă. +акă паллах Е.Топтыгина пек хастар ĕçченсен тăрăшулăхĕнчен нумай килнĕ. Ахальтен мар ăна ĕçри çитĕнӳсемшĕн 1978 çулта Верховнăй Совет Президиумăн 1979 çулта КПСС Чăваш обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. 1985 çулта ун ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 1986 çулта вăл «Ĕçре палăрнăшăн» медаль илме тивĕç пулнă. Темиçе хутчен те Елена Алексеевна пăрусем илес вĕсене тĕрĕс тĕкел пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе палăрнăшăн районта «Профессипе чи лайăххи» ята çĕнсе илме пултарнă. Хастар хĕрарăм мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра пăрусем пăхнă. Манăн унпа пĕр вăхăталла ĕçленĕ М.Кузнецова А.Рубцов П.Малышев ячĕсене те ырăпа асăнса хăварас килет.
Ĕçченлĕхпе тăрăшулăх çынсенче лайăххипе ыррине çеç курма пĕлни тĕрĕссине куçран калама тăрăшни кирек мĕнле калаçăва та пĕлсе тытса пыни çепĕç юрă шăрантарма пуçласан чун-чĕрене тыткăнлама пултарни — Елена Алексеевнăн чи паха енĕсем. Вăл юрра тăсса ярсан кирек камăн та ун çумне хутшăнса пĕрле шăрантарас туйăм çуралать. Ун чухлĕ вырăс халăх юррисене пĕлекенни асра тытаканни районта та сахал тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Вăл Л.В.Макаровапа районти республикăри сценăсем çинче сахал мар вырăс халăх юррисем шăрантарнă хаклă парнесене Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Ÿт-пӳ  тĕлĕшĕнчен хавшанă пулин те чун-чĕрипе шухăш-туйăмĕсемпе паян та вăйлă вăл. Хисеплĕ çыннăмăра 100 çулхи çуралнă куна та çĕр çинчех ирттерме сывлăх вăй-хал сунатăп.

В.Горбунова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *