Юбилейпе саламланă

Юбилейпе саламланă

Февралĕн 22-мĕшĕнче, ытларикун, Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулнă май Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинне, нумаях пулмасть 100 çулхи юбилейне паллă тунă, Аслă Отечественнăй вăрçă участникне Ревокат Прохорович Моисеева юбилейпе саламланă.
«Сирĕн пурнăç, паттăрлăх — пирĕншĕн тĕслĕх», — тенĕ Олег Алексеевич ветерана тав туса. Унăн çар паттăрлăхĕпе хăпартланнипе пĕрлех мирлĕ вăхăтра республика аталанăвĕшĕн ветеран чылай тăрăшнине те палăртнă республика Пуçлăхĕ.
Ревокат Прохорович хаклă хăнана фронтран янă çырăвĕсемпе, хаçат-журналта пичетленнĕ статйисемпе, пултарулăхшăн тивĕçнĕ Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе паллаштарнă, вăхăт çитерсе килнĕшĕн чĕререн тав тунă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *