Понедельник, 22 апреля

Шăматкун – Раççей йĕлтĕр йĕрĕ

Çитес шăматкун, февралĕн 26-мĕшĕнче, спортпа туслисене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» йăлана кĕнĕ чупу пуçтарать. Районта çак ăмăрту Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртĕ. Старта тухакансен 11.00 сехетрен кая юлмасăр вăрман хĕррине çитмелле. Чупăва 11.00 сехетре уçаççĕ, стартсем 11.30 сехетре пуçланаççĕ. Чупăва ача сачĕсен воспитанникĕсем, шкул ачисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ.
Спортсменсен QR-код е вакцинаци туни çинчен калакан сертификат пулмалла. Асăннă документсем пулмасан коронавируспа чирлесе ирттерни çинчен е коронавирус çукки çинчен калакан ПЦР-тест е сертификат кирлĕ. 18 çула çитменнисене справкăсем кирлĕ мар. Пурин те хăйсемпе пĕрле хÿтлĕх хатĕрĕсем пулмалла.
ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *