Иртнĕ çулхи аталанăва тишкерчĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç

Февралĕн 22-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2022 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.
Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова, физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере, залра йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Чи малтанах вĕсем Цифра тата гуманитари профилĕсемлĕ центрсенче — «Ÿсĕм вырăнĕсенче» — ăс пухакан вĕренекенсен ăсталăхĕпе паллашрĕç. Кунта, паллах, тĕлĕнмелли те, курмалли те чылай. Ачасем шкулта тĕрлĕ енлĕ аталаннине вĕсем ăсталанă япаласем çирĕплетеççĕ. «Ÿсем вырăнĕ» — паянхи кун районти 8 шкулта ĕçлет, вĕсене малашне ытти шкулсенче те уçма палăртаççĕ.
Кунта районти суту-илÿ предприятийĕсен — райпон, «Кооператор» ОООн, «Хлебозавод» ОООн, Комсомольскинчи Хайртдинова фермер хуçалăхĕн, хурт-хăмăр ăстисен, «Тав» ОООн — продукцийĕпе паллашма май пулчĕ çеç мар, вĕсене тутанса пăхма та сĕнчĕç. Çавăн пекех Людмила Шорникова тĕрĕ ăсти ертсе пынипе шкул ачисем тĕрлекен наци культурин тĕррисемпе те куракансем кăсăкланса паллашрĕç. Кунта вĕсен алă тутрисем, арçынсене валли пĕчĕк галстуксем /бабочка/, маскăсем — пĕтĕмпех алăпа çĕлесе, тĕрлесе хатĕрленĕскерсем.
Александр Осипов иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май тунă çитĕнÿсем, çитменлĕхсем, 2022 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
В.В. Путин хăйĕн çулсерен яракан Çырăвĕнче çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ йывăрланса пынине палăртать. Çакă пирĕн районта та туйăнать. Апла пулин те Комсомольски тата Урмаел ял тăрăхĕсенче çуралакансем йышлă пулни савăнтарать. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара пĕлтĕр ачасен йышĕ 234 çын чухлĕ ÿссе 4213 çитнĕ.
Районта пурăнакансен 44,5 процентне социаллă пулăшусемпе тивĕçтернĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе 10665 çын 216 миллион ытла тенкĕлĕх усă курнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасене уйăхсерен паракан пособисене 1338 çын илсе тăрать. Пĕтĕмпе пособисем çине 145 миллион тенкĕ кайнă. Пĕлтĕр 880 çемье 3—7 çулхи ачасемшĕн пĕтĕмĕшле 75,2 миллион тенке тивĕçнĕ. Çавăн пекех 64 социаллă контракт çырнă.
Пурăнакан вырăна хăтлăлатас енĕпе пĕлтĕр район центрĕнче, ял тăрăхĕсенче чылай ĕç пурнăçланă. Пĕлтĕр вырăнти пуçарулăхпа усă курса 43 проект ĕçе кĕртнĕ. Кăçал вара тата çакăн йышши 19 проект пурнăçламалла. Хакĕ — 19 миллион тенкĕ. Çакă пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, хăтлăлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕскерсем. Ял территорийĕсене аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли условисене лайăхлатма çамрăк çемьесене çурт-йĕр хăпартма свидетельствăсем панă. Вĕсене тивĕçекенсен йышĕ кăçал татах та ÿсмелле.
Вĕренÿ сферине илес пулсассăн пĕлтĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçсем чылай пурнăçланă. Шкулсене, ача сачĕсене юсанă, пурлăхпа техника базине пуянлатнă. 2021 çулта вĕренÿ сфери çине 414 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Кăçал Çĕнĕ Мăрат, Хирти Мăнтăр вăтам, Чĕчкен, Александрова тĕп шкулĕсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» уçма палăртнă.
«Районти çивĕч ыйту — çамрăк педагогсем çителĕксĕр пулни. Пĕлтĕр 4 çамрăк специалист ĕçе пикеннĕ. Педагогсем пире татах та кирлĕ», — пĕлтерчĕ Александр Осипов.
Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май чи малтанах пурнăçлани çинче чарăнса тăмасăр малалла татах та вăйлăрах ĕçлемеллине, вырăнта производствăна аталантармаллине, çĕнĕ проектсем ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, обьектсене маларах проектлани çав тери паха. Тĕслĕхрен, 2021 çулта республикăра çавна май 7 модельлĕ библиотека тума тата регионти çул-йĕр фондне 600 миллион тенкĕ хывма май килнĕ.
— Çакăн пек ĕçлени пире малашлăха палăртма, çынсене ĕç планĕпе паллаштарма, ресурссене ĕçе кĕртме май парать,— терĕ вăл пĕтĕмлетсе.
Палăртса хăварма кăмăллă, районти аграрисем ял хуçалăх техникине туяннă май субсиди паракан регион программипе анлă усă курнă.
Канашлу вăхăтĕнче республика ертÿçи Раççей Правительствин уйрăм хушма хуçалăхсене, пулăшу кÿресси пирки калакан йышăнăвĕ пирки асăнса хăварчĕ. Унпа килĕшÿллĕн кил хуçалăхĕнчи хăйĕн ĕçне регистрациленисем /самозанятые/ республика бюджетĕнчен субсиди илееççĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов чи малтанах район çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕ. Ку, паллах, пирваях районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатнипе çыхăннă. Хăть мĕнле вырăнта та ĕçлекен çын — хаклă пуянлăх. Çавăнпа та ĕçлекен, маттур çынсем пулсассăн район тĕрлĕ çул-йĕрпе аталанма пултарать.
Канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ- сене свидетельствăсем пачĕç. Çавăн пекех «Лейсан» ача сачĕн заведующине Н.М.Миннетуллинăна «Чăваш Республикин Вĕренÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Слава» ЯХПК тĕп инжнерне П.И.Владимирова «Чăваш Республикин Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Хлебзавод» ООО директорне Ф.Р.Абитова «Чăваш Республикин халăха тивĕçтерес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнипе саламларĕç. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн, ачасене терĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн Тукай ялĕнче пурăнакан Д.М.Шурбинана «Чăваш автаномине йĕркеленĕренпе 100 çул» асăну медалĕпе наградăларĕç. Урмаел ял поселенийĕн çар ĕçĕн инспекторне А.Г.Гибатдиновăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕç.
Каçал тăрăхĕнче пурăнма та, ĕçлеме те пур май та çителĕклĕ, кăмăл çеç пултăр.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *