Понедельник, 11 ноября

Чун-чĕрипе яланах моряк

Чун-чĕрипе яланах моряк

Вăл Тинĕс-Çар флотĕнчен служба ирттерсе таврăннăранпа кăçал 55 çул çитет. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те Комсомольски ялĕнче пурăнакан Василий Васильевич Гаврилов куçĕ умĕнчен çав тапхăр çухалмасть. «Çар служби кашни çамрăках пурнăç урокĕ парать. Вăл дисциплинăна пăхăнма, юлташлăх, чыслăх туйăмĕсене вăйлатма, çĕршывăн чăн-чăн сыхлавçи пек туйма вĕрентет. Хам çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн яланах хăпартланнă, халĕ те çакă манра мăнаçлăх туйăмĕ хускатать», — тет вăл тепĕр чухне, çар пирки калаçу пуçлансан.
Хирти Мăнтăр çамрăкĕ сакăр класс пĕтерсенех, 1962 çулта Мари АССРĕнчи Звениговăри юханшыв училищине вĕренме кĕрет. Профессипе çырăннă ăсталăхпа пĕрлех вăтам пĕлÿ те илет. 1963 çулхи навигаци вăхăтĕнче вăл «Кольский» пăрахут çинче рулевой-практикант пулса пысăк юханшыв çине тухать. Вĕсем Атăл тăрăх тĕрлĕ грузсем тиесе хуласене илсе çитернĕ. Василий Васиьевич вăл вăхăтсене хăпартланса каласа панине итлетĕн те, ку ĕç уншăн кăмăла каяканни пулнине туятăн. Çак пăрахут çинче вăл 1964 çултанпа пулать. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтрах спорт секцийĕсене те юратса çÿрет. Йĕлтĕрпе 10 километр чупса вĕренÿ заведенийĕнче вăл яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулать.
Çав çулхи декабь уйăхĕнче юханшыв çинче навигаци вăхăчĕ вĕçленсен ăна çар службине илеççĕ. Малалла вара çул Йошкар-Ола — Хусан, Хусан — Сталинград, Сталинград — Краснодар маршрутпа пырса Анапа хулине çитерет. Кунта СССР патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн çарĕсен тинĕс çарĕн кĕçĕн специалисчĕсем хатĕрлекен вĕренÿ отрядĕнче штурман-электриксен ротине лекет. Унта чикĕсенче хуралта тăракан карапсем валли 16 тĕрлĕ специалист хатĕрленĕ. Пурĕ 3000 курсант, вĕсенчен 32-шĕ çунатлă карапсем валли штурман-электриксем. В.Гаврилов курсант кунта 8 уйăха яхăн пĕлÿ илет. Çав вăхăтрах спортпа та тата çывăхрах туслашать. Отрядри йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче штанга йăтса 3-мĕш вырăн йышăнать. Гимнастсен, çăмăл атлетсен, ишевçĕсен тупăшăвĕсенче те лайăх кăтартусемпе палăрать. Ултă кĕсменлĕ шлюпкăсен ăмăртăвĕсенче штурман-электриксен ушкăнĕ пĕрре мар малти вырăнсем йышăннă.
Вĕренÿ хыççăнхи экзаменсене «питĕ лайăх» паллăсемпе тытнă хыççăн курсантсене çĕршывăн чиккисене сыхлама хурал карапĕсем çине пайласа янă. В.Гаврилов пограничниксен Çурçĕр хĕвелтухăç округĕн Ленинград облаçĕнчи дивизионне лекет. Уншăн чăн-чăн çар служби пуçланать. Тинĕсри чикĕсене сыхласа кашни кун 12 сехет вахтăра тăмалли, гидрокомпос, авторулевой, автопрокладчик, эхолот, лаг, радиопеленгатор тата ытти навигаци приборĕсем пĕр чăрмавсăр ĕçленине асăрхаса пымалли — штурман электрикăн тĕп тивĕçĕ. Чикĕсем сыхлама уйăхра икĕ хутчен 12-шер куна тинĕсе тухнă. Карап çинче чăваш каччи пур енĕпе те хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Командирсем хушнине вăхăтра та туллин пурнăçланă. Ахапьтен мар ĕнтĕ ăна 1966 çулта, Пограничниксен кунĕ тĕлне, килне кайса килме отпуск панă, «Отличник-пограничник» паллăпа наградăланă, малтан 2-мĕш, каярахпа 1-мĕш класлă специалист ятсене тивĕçнĕ. Мускавра Пĕтĕм Союзри çĕнтерÿçĕсен слетне хутшăнма та янă. Пĕр кĕтмен çĕртен унта хăйĕн ентешĕсене, Комсомольски вăтам шкулĕнчи Б.Г.Кокорев ертсе пыракан «Кăйкăр» клубăн çамрăк йĕрлевçисене тĕл пулнă. Вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçнине паянхи кун та манмасть. Кайран вĕсемпе тăван тăрăхра та пĕрре мар тĕл пулнă, çав самантсене аса илнĕ.
1967 çулхи хĕлле карап Кронштадра юсав ĕçĕсем тума чарăннă. Кунта та службăра пулнă вăхăтра тăтăшах спорт залне çÿренĕ. Турниксем тата ытти спорт снарячĕсем çинче тĕрлĕ хăнăхусем тунă. Çакăнтах вăл гимнастикăн чи йывăр хăнăхтарăвĕсенчен пĕрне, «хĕвел» çаврăнма вĕренсе çитнĕ. Биатлон енĕпе те ăмăртусене хутшăннă, алăра винтовка вырăнне автомат пулнă. Василий Васильевич çарпа çыхăннă чылай самантсене аса илет. «Службăра пулни ĕмĕрлĕхех ырă енсемпе асра юлнă. Вăл мана ÿт-пÿ енчен те, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те аталанма, çирĕпленме пулăшнă. Манăн çарпа çыхăннă официаллă виçĕ уяв: Юханшыв флотĕнче ĕçлекенсен кунĕ, Тинĕс Çар Флочĕн кунĕ, Пограничниксен кунĕ», — тет хăпартланса ĕç ветеранĕ, чун-чĕрипе яланах моряк-пограничник В.В.Гаврилов.

Г.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *