Манăн аттене Александр Николаевич Плеткин тесе чĕнеççĕ. Вăл пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те ăслă. Çынпа сăпайлă калаçать, хăйне сапăр тытать. Маншăн вăл тĕнчере чи пултарулли. Атте столяр, платник, йывăç касса эрешлекен. Кăмака та тăвать, атă çĕлет, çĕвĕç те. Йывăçран тĕрлĕ япаласем касса кăларать, ун аллинче пăчкă-пуртă выляса çеç тăрать. Мана та йывăçран тĕрлĕрен капăр эреш мĕнле ăсталамаллине вĕрентет. Пирĕн килте атте туман ĕç çук.
Ырă та ĕçчен пулнипе ман аттене пурте юратаççĕ тата хисеплеççĕ. Манăн аттен алли ăста, вăл кĕске вăхăтрах илемлĕ япаласем туса хатĕрлеме пултарать. Мана валли те йывăçран тĕрлĕрен теттесем ăсталать. Эпĕ атте ĕçленине сăнама питĕ юрататăп. Унăн ĕçĕсем çăмăллăнах пулаççĕ. Хăйĕн ĕçне юратса, чунтан парăнса тăвать.
Май пур чухне вăл пурне те пулăшма тăрăшать. Мана час-часах кирлĕ канашсем парать. Уроксене пурнăçлама та пулăшать. Тутлă апат та пĕçерсе çитерме ÿркенмест. Атте ăста строитель. Вăл пире валли хăтлă та пысăк çурт туса лартнă. Мĕн те пулин ăсталамалла пулсан атте чи малтан чертежсем туса хатĕрлет. Унăн мастерскойĕнче яланах ĕç нумай. Вăл нихăçан та алă усса лармасть. Кирек мĕнле ĕç те ун аллинче ăнăçлă пулать. Атте маншăн пур ĕçре те тĕслĕх пулса тăрать.
А.ПЛЕТКИН.