Халăх корреспонденчĕ 100 çул тултарчĕ

Халăх корреспонденчĕ 100 çул тултарчĕ

Районти сумлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри — Ревокат Прохорович Моисеев 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Маттур ветерана таврара пĕлмен çын çук. Ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
Паллă юбилей ячĕпе Ревокат Прохоровича район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова саламларĕç, РФ Президенчĕн В.В.Путинăн салам çырăвне Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ патне çитерчĕç.
— 100 çул — пурнăçра çав тери пысăк паллă. 10 теçетке çул хушшинче эсир хура-шурне сахал мар курнă. Апла пулин те ăна чыслăн утса тухнă. Шанса панă ĕçе яланах тивĕçлĕн пурнăçланă, обществăлла ĕçрен нихăçан та айккинче юлман, çынсемпе хутшăннă, вĕсене алă парса пулăшнă. Халĕ сирĕн çумра чи çывăх çыннăрсем, хĕрĕрсем, мăнукăрсем. Татах та çул хыççăн çул хыçа хăварма сире çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп, — терĕ Александр Николаевич.
Ревокат Прохорович куна вара яланах ирхи зарядка тата массаж тунипе пуçлать. Унтан вара урама уçăлма тухать.
«Кунне икĕ хутчен утма тухатăп. Май килсессĕн «Кĕтне» ФСК стадионне çÿретĕп, тепĕр чухне хам пурăнакан вырăнти çуртсем хушшипе çуран утатăп. Утни, хускану туни кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Уçă сывлăшпа сывлани те сывлăха çирĕплетет», — терĕ Ревокат Прохорович юбилей умĕнхи тĕл- пулура
Çулла ытларах çуран, хĕлле йĕлтĕрпе çÿрени çак çула çитме пулăшнине пытармасть 100 çула çитнĕ ветеран.
Çитĕнекен ăрăва вăл сывлăха çирĕплетме спортпа туслашма, тавракурăма аталантарма нумай кĕнеке, хаçат-журнал вулама сĕнет. Ветеран çак çула çитнĕ пулин те хаçат-журнала алла илме пăрахман. Тĕнчере, Раççейре, республикăра, районта мĕн пулса иртнипе кăсăклансах тăрать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *