Вутра та çунман, шывра та путман

Вутра та çунман, шывра та путман

Иван Сергеевич е Тимрĕç Иванĕ, — тенĕ ăна Аслă Чурачăксемпе Чĕчкенсем. Ялти — чи хисеплĕ çынсене кăна ашшĕ ячĕпе чĕннĕ, ку номерте эпĕ вулакансене Иван Сергеевич Поргунов пурнăçĕпе паллаштарасшăн.
Ÿркенмен ăста пулнă
Иван Сергеевич йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Çамрăклах ашшĕне тимĕрçĕ лаççинчи ĕçсене тума пулăшнă. Ашшĕ йăлкăшса çунакан вучахра хĕп-хĕрлĕ пуличчен хĕртнĕ тимĕре пĕр аллипе клещепе хĕстерсе тытнă та сунтал çине хунă, тепĕр аллинчи мăлатукпа çине-çинех сулмаклăн шаплаттарнă. Йĕри-тавра вут-хĕм сирпĕннĕ. Тимĕр куç умĕнчех тĕрлĕ формăллă пулса тăнă. Иваншăн ку çав тери тĕлĕнмелле пулнă. Пурăна-киле вăл ашшĕ вырăнне йышăннă. Кайрантарах тимĕрçĕ, колхозсем пуçлансан унта тăрăшнă.
Иван Поргунов тирпейлĕхпе, пур ĕçе те тĕплĕ тунипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Вăл тимĕрçĕ, платник, хурт-хăмăр, улма-çырла йывăççисем ĕрчетекен пулнă, нумай ĕçе алла илнĕ. Колхоз утарĕнче Анна Акчуринапа пĕрле ĕçленĕ. Хурт-хăмăра кирлĕ пек пăхма, вĕсем пыл ытларах туса паччăр тесе хăйĕнчен мĕн кирлине пурне те тунă. Кĕнеке, хаçат-журнал нумай вуланă, çĕршыври утарçăсен ĕç-хĕлĕпе, ырă енĕсемпе май килнĕ таран ĕçре усă курма тăрăшнă. Утарçăсен ĕç опычĕпе паллаштаракан, вĕсен пĕлĕвне ÿстерес тесе районти тата рес- публикăри курссенче вĕреннĕ. Унăн «Çулталăк кĕнеки» те пулнă. Унта вăл çулленех кашни кун мĕнле çанталăк — çумăрлă е юрлă, çил-тăманлă е çиллĕ пулнине çырса пынă.
Иван Сергеевич, темĕскер сăмавар юхтарма пуçларĕ, тÿрлетсе параймăр-ши?», — терĕ пĕррехинче Поргуновсем патне пынă кÿршĕ хĕрарăмĕ. Арçын савăта тытрĕ те унтан-кунтан шаккаса пăхрĕ. «Кунта кăштах «сапламалла» иккен. Ыран килсе илĕр, юсаса паратăп», — терĕ. Кун пек тĕслĕхсем мĕн чухлĕ пулман-ши? Ял çыннисене çава туптаса панă, витресем юсанă тата ытти килте кирлĕ савăт-сапана та «иккĕмĕш пурнăç» панă.
Йывăçсем лартнă, сад ĕрчетнĕ
Чи пахи, чи курăмли вара — пасар çывăхĕнчи урамсенчи тарăн типçырма хĕррисене речĕпех йăмрасем лартни. Ку ыйтупа Иван Сергеевич колхоз тата шкул ертÿçисем патне те çитнĕ. Пурте унăн ырă сĕнĕвне ырланă, ăна пурнăçлама пулăшнă. Çак ĕçе шкул ачисене явăçтарнă.
Иван Сергеевич колхоз правленийĕн пахчинче сад ĕрчетес ĕçе те хутшăннă.
Шкул ачисемпе пĕрле мĕн чухлĕ йывăç лартман пулĕ вăл. Кунпа çеç çырлахман, вăтам шкулта физикăпа математика предметне вĕрентекен Григорий Константинович Константиновпа вуншар улмуççи сыпнă. Йывăçсене пăхсах тăнă. Ытлашши турачĕсене каснă, иртнĕ, чирлисене сипленĕ. Çак ĕçе çамрăксене те вĕрентнĕ.
Виçĕ вăрçă ветеранĕ
Иван Сергеевич виçĕ вăрçă ветеранĕ: Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче, Граждан тата Аслă Отечественнăй вăрçăсенче çапăçнă.
Пурнăçра тĕлĕнмелли нумай тĕл пулать. Аслă Отечественнăй вăрçа тухса каяс умĕн вăл тĕлĕнмелле тĕлĕк курнă. Çуркунне хĕвел хĕртнĕçемĕн хĕртет. Унăн хĕрÿлĕхне чăтаймасăр шурă юр шывланать те шăнкăртатса çырмана юхать. Хирте талкăшпех юр ирĕлет. Ниçтан утма та çук. Çуран пыракан Иван халь-халь путас пек пырать. Вăл Тукай çывăхĕнчи хиртен анаталла — Аслă Чурачăкалла васкать. Ăна çуна кÿлнĕ лав хăваласа çитрĕ. «Лар»,— тесен Иван вăшт çеç çуна çине хăпарса ларчĕ. «Но, хăвăртрах!», — тесе лашине малалла хăваларĕ лавçă. Часах вĕсем шывлă вырăнтан аванрах çул çине тухрĕç. Иван Сергеевич хăраса вăранса кайрĕ. «Тĕлĕк иккен», — текен шухăш вĕлтлетрĕ пуçра.
Ирхине кил хуçи мăшăрне, Марьене хăйĕн тĕлĕкне каласа пачĕ. «Вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăнатăп, ан кулян. Граждан вăрçине каяс умĕн те çавăн пекрех тĕлĕк курнăччĕ. Вăл чăна килчĕ. Йывăрлăха парăнтарса киле çĕнтерÿпе çитрĕм. Халĕ те çаплах пулать»,— терĕ мăшăрне лăплантарса.
Чăнах та чылай чухне тĕлĕкĕн пурнăçри пĕлтĕрĕшĕ пысăк. Мĕн курни чăна килет.
Вăрçă çухатусăр пулмасть
Вут-çулăмлă кунсем, çулсем. Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ салтак. Тăшмана хирĕç пĕрле çапăçнă чылай юлташне çухатнă. Хăй те пĕрре мар ви- лĕмпе куçа-куçăн тăнă. Пĕр хаяр çапăçура ăна уринчен амантнă. Иван госпитальсенче чылай вăхăт сипленнĕ. Врачсем урине сыхласа хăварнă, анчах та аманнă вырăна — чĕркуççи чашă- кĕнчен аяларах — шăмăсене тимĕрпе çирĕплетнĕ. Çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Яла вăл 1944 çулхи кĕркунне тимĕр урапа таврăннă. Уксахланă, патакпа çÿренĕ.
Шел пулин те Поргуновсен тепĕр ывăлĕ, Зиновий, ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ, шанчăкĕ пулайман. 1942 çулта Нарофоминск патĕнче пуçне хунă. Иван Сергеевичăн шăллĕ — Фома та тăван киле таврăнайман. Сержант 1944 çулхи январь уйăхĕнче Новгород облаçĕнче пуçне хунă. Паттăра Любцы ялĕ çывăхĕнче пытарнă.
Инкек куçа курăнса килмест
Иван Сергеевичăн кĕçĕн ывăлĕ Федор — Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Тăван киле çĕнтерÿпе таврăннă. Колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Счетовод, кассир пулнă. Каярахпа Хусанти ветеринари институтĕнче вĕренсе диплом илсен Йĕпреçре ветеринари тухтăрĕнче ĕçленĕ. Анат Тимĕрчкассинчи фельдшерицăпа, Настьăпа пĕрлешнĕ. Çамрăксем çав тери телейлĕ пулнă. Виçĕ ывăл: Саша, Павлик тата Алеша пурне те савăнăç кÿнĕ.
Шел пулин те, инкек куçа курăнса килмест-çав. Çамрăк та вăйпитти Федя пĕррехинче мотоциклпа çапăнса питĕ вăйлă аманнă. Ăна Хусанти больницăра операци тунă. Йывăр суранланнăскере çăлса хăварайман. Иван Сергеевичпа Мария Константиновна ывăлĕсĕр, Анастасия Кондратьевна мăшăрĕсĕр, ывăлĕсем ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вăл вăхăтра чи кĕçĕнни Алеша виççĕре çеç пулнă, аслисем унран 3—4 çул аслăрах.
Çухату хыççăн çухату.
Кăштах маларах вара, ултă çул каялла, Иван Сергеевич шăллĕсĕр тăрса юлчĕ. Ун чухне Алексей Сергеевич «Заветы Ильича» колхоза ертсе пынă. Хуçалăх ĕçченĕсем пултаруллă та хастарскере хисепленĕ. Вăл колхоз экономики тĕреклентĕр, пуянлантăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшнă. Колхоз пурлăхĕ çине алă çĕклекенсене чăтма пултарайман, явап тыттарнă. Çакăншăн ăна халăх тăшманĕсем кĕркуннехи пĕр тĕттĕм каç /ун чухне колхоз правленийĕн членĕсен ларăвĕ пынă/ персе вĕлернĕ. Çакă пĕтĕм районшăн пысăк çухату пулнă.
Иван Сергеевичăн чĕре суранĕ пирчесе те ĕлкĕреймен, каллех çухату. Мĕн тăвас тетĕн, чĕррисен чăтмалла, тÿсмелле, кинне, мăнукĕсене ура çине тăратма пулăшмалла.
Поргуновсен хĕрĕ — Вера Йĕпреçре тымар янă. Чылай çул вăрман комбинатĕнче бухгалтерта ĕçленĕ.
Пĕр килте килĕштерсе пурăннă вĕсем — аслашшĕпе асламăшĕ тата кинĕпе мăнукĕ-сем. Анастасия Кондратьевна ĕмĕрĕпех Аслă Чурачăкри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулнă. Вăл — Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ.
Шел пулин те халь вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулин те ял çыннисем вĕсене манмаççĕ, асрах тытаççĕ. Халĕ Иван Сергеевич шкул ачисемпе пĕрле лартнă йăмрасем тарăн тип çырмана тÿрлетнĕ. Халь кунта парк ешерет. «Тавтапуç асаттене пире пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн, тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕшĕн», — теççĕ мăнукĕсем.
Сăмах май каласан, мăнукĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Саша нумай çул районсем хушшинчи строительство организацине ертсе пынă, халĕ унăн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать.
Павликпа Алеша — водительсем. Пĕри Тверь облаçĕнче: тепри тĕп килте, Аслă Чурачăкра пурăнаççĕ. Вĕсем те аслашшĕ пекех хастар та пултаруллă. Мăнукĕсем те маттур.
З.СОЛОВЬЕВА,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *