Йĕркелĕхшĕн тăрăшасси — тĕп тĕллев

Йĕркелĕхшĕн тăрăшасси — тĕп тĕллев

Халăх йĕркеллĕ пурăнтăр, ĕçлетĕр, кантăр тесе ирĕн-каçăн тăрăшаççĕ йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсем. РФ ШĔМĕн Чăваш республикинчи муниципалитетсем хушшинчи «Комсомльский» уйрăмĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе тишкерсе пăхсан полици сотрудникĕсем хăйсене шаннă ĕçе мĕнле пурнăçланине хаклама пулать. Илсе кăтартнă чылай фактсемпе цифрăсем ĕç тăвакан органсемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатăп. Вĕсем кашнинех шухăшлаттарма, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май парĕç.
Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем яланхи пекех çынсем саккунсене пăхăнса пурăнччăр, йăнăш çул çине ан тăччăр тесе тимлеççĕ. Преступлени пулсан ăна тĕпчесе, йĕрлесе айăплисене çи- йĕнчех тупса палăртасси — вĕсен тĕп тивĕçĕ. 2021 çулта коронавирус чирĕ сарăлни пирĕн ĕçе те улшăнусем кĕртрĕ. Çапах та право йĕркине сыхлакан ытти органсемпе пĕрле обществăра лăпкăлăх хуçалантăр тесе çине тăрса ĕçлерĕмĕр.
Пĕлтĕр пирĕн пата тĕрлĕ ыйтусемпе 2761 заявлени, е виçĕмçулхинчен 7,6 процент ытларах килнĕ. Вĕсене çийĕнчех пăхса тухма, кирлĕ мерăсем йышăнма тăрăшнă. Преступленисен шучĕ те 3 процент ÿснĕ /135 вырăнне 139/. Вĕсенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе /38 вырăнне 48/ çыхăннă. Тишкерсе пăхсан Аслă Çĕрпÿел /3 вырăнне11/, Элпуç /3 вырăнне 7/, Тукай /7 вырăнне 10/, Шурут /7 вырăнне 9/ ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ÿсни палăрать, ытти çĕрте чакнă е çав шайрах юлнă. Виçĕм çул уйрăмах йывăр преступлени пĕрре те пулман пулсан иртнĕ çул пĕрре тунă. Çавăн пекех йывăр /31,6 процент/, вăтам йывăр /6,5 процент/ преступленисен шучĕ те 2020 çулхинчен ÿсни палăрать. Иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче хурахла тапăннă, пусахласа укçа е пурлăх ыйтнă, вут тĕртнĕ, ирĕксĕрлесе мăшкăланă, выльăх вăрланă, автомототранспорт хатĕрне илсе тарнă е çаратнă тĕслĕхсене регистрацилемен. Çавăн пекех кĕсъерен вăрланине, хĕç-пăшалпа усă курса саккуна пăснине те палăртман.
Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен ĕç-хĕлĕн тĕкĕрĕ вăл — преступленисене уçса пани. Ку кăтарту пĕлтĕр 83,3 процентпа танлашнă. Çакă республикăри вăтам кăтартуран чылай лайăхрах. Çынна вĕлернĕ, пĕлсе тăрсах çын сывлăхне сиен кÿнĕ, хĕненĕ, асаплантарнă, вĕлерессипе хăратнă, çаратнă тĕслĕхсемпе çыхăннă преступленисене çĕр проценчĕпех уçса панă. 100 çын ?виçĕмçул 94 çын/ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Унчченхи çулсенче тунă преступленисем пирки те, хĕç-пăшалпа, наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе те, тарса çÿрекен преступниксене шыраса тупас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Хĕç-пăшалпа çыхăннă — 2, наркотиксемпе 1 преступление тупса палăртнă. Иртнĕ çулсенчи 5 преступлени пирки ĕçе суда янă, унччен тунă 15 преступление уçса панă, шыравра пулнă 3 преступника тытса чарнă.
Иртнĕ çул экономикăпа çыхăннă 11 преступлени пулнă, 10-шĕ пирки следстви ĕçĕсем пуçарнă. Экономикăри преступление тата коррупцие хирĕç кĕрешекенсен вăйĕ-пе 7 /виçĕм çул 3 пулнă/ преступлени тупса палăртнă. Экономикăпа çыхăннă пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе тăвакан преступленисен шучĕ те ÿснĕ /виçĕм çул 1 пулсан, пĕлтĕр 4/. Коррупципе çыхăннă икĕ, патшалăх службипе тата патшалăх влаçĕсене хирĕçле пĕр преступление учета илнĕ.
Полици ĕçченĕсем пур шайри бюджетсене те преступление пула курнă тăкаксене /2021 çулта 12 миллион та 340 пин те159 тенкĕ, е пĕтĕм тăкаксен 90 проценчĕ/ тавăрса парас енĕпе те ĕçлеççĕ.
Преступление хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе чылай ĕçсем пурнăçланă. Çакăн усси пурах. Иртнĕ çул ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 38,2 процент /виçĕм çул 55 пулсан пĕлтĕр 34/ чакнă. Эрех-сăра ĕçнĕ çынсен 35,2 проценчĕ транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларнăшăн, 26,4 проценчĕ çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ умне хăрушлăх кăларса  тăратнăшăн,  14,7  проценчĕ  харпăрлăха  хапсăннăшăн  полици  аллине  çакланнă.  Административлă йĕркене пăснăшăн 337 çынна /виçĕм çул 365/ явап тыттарма тивнĕ.
Çул çитмен ачасем тунă преступленисен шучĕ чакни те савăнтарать. Пĕлтĕр ку енĕпе пĕр ĕç анчах пулнă. Анчах та ачасен тимсĕрлĕхĕпе, право йĕркине пăснипе çыхăннă 17 протокол çырма тивнĕ, 33 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă.
Маларах судпа айăпланнисемпе те вĕсем тепĕр хут саккуна ан пăсччĕр тесе тимлĕ ĕçлеме тивет. Пĕлтĕр ун пек çынсем тунă преступленисем те чакни палăрать. Нумаях пулмасть тĕрмерен тухнисем пирки те тимлĕ пулмалла. Ун пеккисем пирĕн патра 16 çын учетра тăрать. Вĕсем тĕлĕшпе те административлă йĕркене пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем тупса палăртнă.
Пирĕн район территорийĕнче ют çĕршывран килнĕ 71 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ Узбекистан, Таджикистан, Украина, Молдова çĕршывĕсенчен. Миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен подразделени участоксенчи уполномоченнăйсемпе пĕрле вĕсем Раççейре пурăнмалли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Мигрантсем тĕлĕшпе те право йĕркине пăснă 11 тĕслĕх тупса палăртнă.
Видео-сăнав оборудованийĕсемпе усă курни право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене хăвăрт асăрхаса çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнма май парать. Видеокамерăсем пулăшнипе пĕлтĕр пĕр преступление уçса пама, административлă йĕркене пăснă 20 тĕслĕхе тупса палăртма май килнĕ.
Шел пулин те, обществăлла вырăнсенче тăвакан преступленисем ÿсни палăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ транспорт хатĕрĕсемпе /40 процент/, харпăрлăхпа /26,6 процент/, уйрăм çынсемпе /22,2 процент/ çыхăннă.
Уйрăм çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿнипе çыхăннă преступленисем уйрăмах обществăшăн хăрушă. Полици ĕçченĕсем вĕсем ан пулччăр тесе асăрхаттару ĕçĕсем туса ирттереççĕ-ха, малашне тата та ытларах тăрăшмалла. Кун пек чухне çывăхри çынсен, кÿршĕсен шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене вăхăтра пĕлтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пысăкрах инкек пулса тухасран сыхланса юлма май парать.
Юлашки вăхăтра çынсен укçи-тенкине банк карттисемпе, телефонсемпе, «Интернетпа» усă курса вăрланă преступленисем час-часах пула пуçларĕç. Кун пек тĕслĕхсем ытларах Комсомольски /13/, Урмаел 3/, Элпуç /2/ ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Çакăн евĕрлĕ 22 преступленирен 36,3 проценчĕ /8 тĕслĕх/ вăрланипе, 63,6 проценчĕ /14 тĕслĕх/ улталанипе çыхăннă. Районта пурăнакан 18 çын тата ытти çĕртен килнĕ 3 çын пурĕ 7 миллион тенкĕ ытла тăкак курнă. Право йĕркине сыхлакан органсем çакăн пек преступленисене уçса парас тесе чылай тăрăшаççĕ, малашне те çине тăрса ĕçлĕç. Анчах та халăхăн та тимлĕрех пулмалла. Çакăн пирки ултавçăсен аллине лекнĕ пĕрремĕш тĕслĕх пулсанах асăрхаттарма пуçланă. Пур предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, суту-илÿ точкисенче мошенниксен сăтăрла ĕçне кăтартакан буклетсем вырнаçтарнă. Район хаçатĕнче тăтăшах ултавçăсенчен асăрханма ыйтса статьясем пичетленĕ. Профилактикăлла асăрхаттарусем 5 пин зкземпляр пичетлесе халăха салатса панă.
Çĕршыври пекех пирĕн район территорийĕнче те автотранспорт хатĕрĕсен шучĕ нумайланать. Çавăнпа та вĕсен çул çинчи юхăмĕ те ÿссе пырать. Шел пулин те иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче пулнă аварисен шучĕ 4,3 процент ÿсрĕ /виçĕм çул 23 авари пулсан пĕлтĕр 24 пулнă/. 4 çын вилнĕ /виçĕмçул 1 çын/, 33 çын аманнă /виçĕмçул 28 çын/. Тишкерсе пăхсан аварисенчен 16-шĕ федераллă, 5-шĕ республика пĕлтерĕшлĕ, 3-шĕ вырăнти çулсем çинче пулнă. Ÿсĕр водительсен айăпĕпе 5 авари /20,8 процент/, çуран çÿрекенсен айăпĕпе 2 авари /8,3 процент/ пулнă.
ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр правилисене пăснă 2043 водителе /виçĕмçул 1948/ тытса чарнă. Вăл шутран 60-шĕ эрех ĕçнĕ пулнă, 11-шĕ маларах та çак енĕпе айăплав витĕр тухнă.
Пĕтĕмĕшле илсен мĕн калама пулать-ха? Полици ĕçченĕсем иртнĕ çул хăйсен тивĕçĕсене тухăçлă пурнăçласа пынă. Чăваш республикин шалти ĕçсен министерствин территорири органĕсем хушшинче пирĕн муниципаллă уйрăм пĕрремĕш вырăна тухни те çакна çирĕплетет. Анчах та мĕн тунипе çеç çырлахмалла мар, профилактика ĕçне вăйлатмалла, преступленисене уçса парас енĕпе татах та ăнăçлăрах ĕçлемелле. Пĕр сăмахпа каласан яланхи пекех район халăхĕн тăнăçлăхĕ- пе лăпкăлăхĕшĕн тăрăшмалла, йĕркелĕхе сыхламалла.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *