Район территорийĕ урлă пысăх хăвăртлăхпа çÿремелли М-12 автомобиль çулĕ иртсе каймалла. Халĕ унта стоительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çак кунсенче ЧР Çул-йĕр тата транспорт министрĕн çумĕ Максим Петров вырăна тухса канашлу ирттернĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Автодорăн» Шупашкарти филиалĕн директорĕ Евгений Павлов, «Чувашупрдор» директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Шилов, район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, «Автобан» организаци представителĕсем, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, «Асаново» ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров хутшăннă. Вĕсем Асанкасси ял тăрăхĕн территорийĕ витĕр иртекен пысăк хăвăртлăхлă М-12 автомобиль çулĕ урлă ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх каçса çÿремелли вырăна палăртассине сÿтсе явнă. Çавăн пекех унта М-12 çул çине кĕмелли вырăнсем пирки те калаçу пулнă. «Автодорăн» Шупашкарти филиалне подряд организацийĕпе, «Ханты-Мансийскдорстрой» ОАОпа пĕрле çак ыйтупа ĕçлеме хушнă.
/ХАМĂР ИНФ./
.