90 çул çитрĕ, иртрĕ, юлчĕ хыçала

90 çул çитрĕ, иртрĕ, юлчĕ хыçала

Ĕмĕр çулĕпе 90 çул утнă çын мухтава тивĕç. Ан тив, вăл тĕнчипе кĕрлесе тăмалли паттăрла ĕç туман е темле чап-лă япала шутласа кăларман пултăр. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан пуян кун-çуллă, районти «Каçал ен» хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ, таврапĕлÿçĕ, кашни хаçата пĕр саспалли сиктермесĕр вулаканĕ — 90 çулхи юбиляр Арсентий Семенович Кокорев чăннипех хисепе тивĕç ватă.
Вăл çыракан статьясен тĕп теми ял пурнăçĕ, ял çынни, этемĕн кун-çулĕ пулнă. Арсентий Семенович хăй ĕмĕрĕнче савăнăçне те, нушине те сахал мар курнă. Унăн шăпи, ытти вăрçă ачисенни пекех, çăмăл пулман. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă тата хыççăнхи тапхăра лекнĕ. Çирĕп кăмăлпа лартнă тĕллеве çине тăрса пурнăçлама хăнăхни Арсентий Семеновича ĕмĕрĕнчи йывăрлăхсене тивĕçлĕ çĕнтерме пулăшнă.
Арсентий пилĕк ачаллă —тăватă ывăлпа пĕр хĕр — çемьере çуралнă. Амăшĕпе ашшĕ, çĕр ĕçченĕсем, ачисене пĕчĕккĕллех ĕç çумне çыпăçтарнă. Çемье пурнăçĕ хăй йĕркипе пĕр тикĕс пынă — тăнăçлă та çителĕклĕ пурнăçшăн ĕçленĕ, юратнă, ĕмĕтленнĕ… Анчах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни нумай çын ĕмĕтне татнă, пурнăç йĕркине улăштарнă. Кашни киле, кашни çемьене сĕмсĕррĕн çитсе кĕнĕ вăл, хĕн-хурпа терт-нуша илсе килнĕ, нумайăшĕн ачалăхне татнă. Вăрçă пуçланнă çул Арсентий 9 çулта пулнă. Вăл, çамрăк пулсан та, мăннисен ĕçне кÿлĕннĕ: сухапуç тытнă, вăкăр кÿлсе кĕлте турттарнă, çĕр сухаланă, вăрман кăларнă… Вăл шкулта пилĕк класс пĕтернĕ. Пĕлÿ патне пысăк туртăмлă, чун хавалĕпе çирĕп Арсентий йывăрлăхсене парăнман — тата икĕ çул кăнтăрла çанă тавăрса ĕçлесе каçхи шкулта ăс пухнă.
Пĕр тапхăр, 1949—1952 çулсенче, каччă «Октябрь ялавĕ» район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ.
— Хаçат редакцийĕ Октябрьски урамĕнче, унчченхи иккĕмĕш номерлĕ ясли-садăн пĕр çуртĕнче вырнаçнăччĕ. В.А. Андреев тĕп редакторччĕ, унăн çумĕ — Н.С. Квасов. В. Шленкина счетовод-кассирта, В. Хораськина, Е. Квасова, В. Гаврилова наборщицăсем, Г. Браницын печатник /кайран ун вырăнне С. Ризовкин йышăнчĕ/ ĕçлетчĕç. Вăл вăхăтра хаçата электричество вăйĕпе мар, алăпа çавăрса çапнă. Пичет машинине вара эпĕ çавăраттăмччĕ. Пуçтарса пĕтерсен хаçата каçхине 7—8 сехетсенче пуçласа çĕрĕпе çапаттăмăр, ирхине 3—4 сехете тин çак ĕçе вĕçлеттĕмĕр. Çичĕ сехете почта леçеттĕмĕр. Пирĕн ĕçпе парти райкомĕ интересленсех тăратчĕ. Пĕрремĕш секретарĕ А.С. Ерлаков кашни номер тухмассерен редакцине пырса тĕл пулса калаçатчĕ, тĕрĕс çырманнине тÿрлетме хушса хăваратчĕ, — аса илсе каласа парать Арсентий Семенович.

Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *