Тĕп тĕллев — çемьесен тĕрекĕ

Тĕп тĕллев — çемьесен тĕрекĕ

Çемьене тĕреклетесси — патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри. Ăна малалла аталанма ăнăçлă никĕс туса парас тесе Чăваш ен юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх служби ЗАГС органĕсемпе пĕрле районсемпе хуласен администрацийĕсем тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çут тĕнчене тин çеç килнĕ пепкесен ашшĕ-амăшне, нумай çул килĕштерсе пурăнакан çемьесене чысласси, тĕрлĕ ăрусен тĕлпулăвĕсем, тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссем йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать.
2020 çултан пуçласа Чăваш республикинчи ЗАГС уйрăмĕсенче «Ялан пĕрле пуласси — çемье пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ» проект ĕçлет. Ăна çемьесем саланасран сыхланас, ашшĕ-амăшне яваплăрах туйма май парас, анне тата атте статусне ÿстерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ. «Çул çитменнисен Шупашкарти социаллă-реабилитациллĕ Центр» БУ психологĕсем, Чăваш ен Хĕрарăмсен Союзĕн çемье-психологĕсем, Чăваш ен ашшĕсен Совечĕ, Шупашкарти-Чăваш ен епархи представителĕсем çемьесемпе, тин мăшăрланнă çамрăксемпе, вĕренÿ заведенийĕсенчи яш-кĕрĕмпе тĕлпулукалаçусем, тренингсем, лекцисем йĕркелеççĕ, семинарсем ирттереççĕ. Вĕсенче çемьесенче сиксе тухакан кăткăс самантсене, çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ.
«2021 çулта уйрăлма заявлени панă мăшăрсенчен 33 проценчĕ хăйсен малтанхи шухăшĕсене улăштарни çакăн пек мероприятисем усă панине çирĕплетет», — палăртнă юстиции енĕпе ĕçлекен Чăваш Ен патшалăх службин ертÿçи Д.Сержантов.
Проекта пурнăçласа 2021 çултан онлайн-тĕлпулусем йĕркелеççĕ, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене психологсем тÿрĕ эфирта хуравлаççĕ. Занятисем кашни эрнерех шăматкунсерен 11.00 сехетре Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче иртеççĕ.
В.ЕЗЮКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *