Понедельник, 16 сентября

Регистрациленĕ актсен шучĕ ÿснĕ

Регистрациленĕ актсен шучĕ ÿснĕ

2021 çулта пирĕн район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче пурĕ 766 гражданла пурлăх актчĕ регистрациленĕ /2020 çулта — 651/.
Район администрацийĕн 2021 çулти ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕ çакна палăртнă. Иртнĕ çул районта 172 ача çуралнă /2020 çулта — 137/: 73 арçын ача, 99 хĕрача. Йĕкĕреш ачасем çуралнă пĕр тĕслĕх пулнă. Çемьесенче «телей кайăкĕ» вĕçсе килнине регистрациленин кăтартăвĕсем, районта хĕрачасем нумайрах çуралнине палăртнă.
Ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕсене ытларах Карим, Александр, Аяз, Лев ятсем хунă. Хĕрачасем хушшинче Ясмина, Виктория, Дарья, Анастасия ятсем ытларах. Сахал тĕл пулакан ятсене те палăртса хăвармалла. Арçын ача ячĕсем: Адель, Виталий, Даян, Демид, хĕрача ячĕсем: Аврора, Афина, Лея, Христина, Раяна, Зиля.
14 ача тĕлĕшпе ашшĕ пулнине палăртакан акт регистрациленĕ /2020 çулта — 13/, ача усрава илни çинчен — 1 /пĕлтĕр пулман/. Вилекенсен шучĕ 2021 çулта çуралакансен шутĕнчен те маларах çултинчен те нумай пулнă. Пурнăçран уйрăлса кайнисен хисепĕ 2020 çулта — 372 çын пулнă пулсан, пĕлтĕр 421 çын вилнĕ. Вĕсен шутĕнчен 211-шĕ арçынсем, 2020 çулта вара — 193-ĕн çĕре кĕнĕ пулнă. 2021 çулта 210 хĕрарăм /2020 çулта — 179/ яланлăхах куçĕсене хупнă.
Çемье çавăракансен шучĕ вара асăннă çулта маларах çулти кăтартусемпе танлаштарсан чакнă — 2021 çулта 75 мăшăр /2020 çулта 82/ пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма кăмăл тунине регистрациленĕ. Уйрăлакансен шучĕ ÿснĕ — 2020 çулта 39 акт регистрациленĕ пулсан, 2021 çулта — 74 акт. Вĕсенчен 65 мăшăр судпа уйрăлнă /2020 çулта — 35/, 9 мăшăр — пĕр-пĕринпе килĕшсе. 2021 çулта 9 çын ят улăштарнă /2020 çулта — 8/.
Унсăр пуçне район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ 2021 çулта гражданла пурлăх тĕлĕшĕпе 60 заявлени пăхса тухса улшăнусем, тÿрлетÿсем кĕртнĕ тата актсем çине хушса çырнă. РФ ЗАГС уйрăмĕсенчен тата ют патшалăхсенчен килнĕ 24 извещени тата заключени ĕçе кĕртнĕ. Граждансен пурлăхне регистрацилени çинчен 259 свидетельство тепĕр хут, граждансен пурлăхĕн акчĕсене патшалăх регистрацилени çинчен 781 справка, гражданла пурлăх акчĕсен запиçĕсем çине 555 паллă лартса панă. Унсăр пуçне гражданла пурлăх акчĕсем çине уполномочилле органсен ыйтăвĕсем çине хурав паракан 970 запись тунă.
Гражданла пурлăх акчĕсем регистрациленишĕн тата юриспруденци пĕлте- рĕшлĕ ĕçсем пурнăçланăшăн тÿленĕ патшалăх пошлинин сумми 234290 тенкĕпе танлашнă.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *