Малашне те тимлĕрех ĕçлесчĕ

Малашне те тимлĕрех ĕçлесчĕ

Пирĕн районти ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕ выльăх-чĕрлĕх пулса тăрать. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсем те, хресченпе фермер хуçалăхĕсем те, уйрăм çынсем те ытларах аш-пăш, сĕт туса илес енĕпе ĕçлеççĕ. Ĕçне кура кăтартăвĕсем те япăх мар.
2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне иртнĕ çул районĕпе 30764 тонна сĕт туса илнĕ. Вăл шутран 11030 тоннине ял хуçалăх предприятийĕсем, 3484 тоннине хресченпе фермер хуçалăхĕсем. Ял хуçалăх предприятийĕсем 721 тонна, фермер хуçалăхĕсем 743 тонна, районĕпе пурĕ 3120 тонна аш-какай туса илнĕ. Эпĕ ку статьяра ытларах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллаштарасшăн.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне туса илнĕ продукцин калăпăшĕ вăл е ку хуçалăха тупăш ытларах илме май парать. Тишкерсе пăхсан ку енĕпе кăтарту «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн 79 центнер/ чи пысăкки. Çак енĕпе «Искра» /61 центнер/, «Труд» /58 центнер/, «Сюрбеево» /55 центнер/ хуçалăхсем те палăрса тăраççĕ. Сĕт енĕпе Атласкинăн /2255 центнер/ фермер хуçалăхĕ, «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн /1369 центнер/ лайăх. «Кызыл сабанча» /852 центнер/, «Асаново» /964 центнер/ хуçалăхсем те палăрса тăраççĕ.
Сĕт пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Унăн сутлăх хакĕ тивĕçтерсех каймасть пулин те районта сăвакан ĕнесем тытакансен шучĕ ÿссех пырать. Çакă уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче палăрать. Ĕнесен шутне «Рассвет» ЯХПКра, Х.Миназетдиновăн, Д.Гельметдиновăн, М.Шарафутдиновăн, Р.Мухаметгалеевăн фермер хуçалăхĕсенче ÿстернĕ.
15—20 çул каялла районта çулталăкра кашни ĕне пуçне 5000 килограмм сĕт сăвасси пирки ĕмĕтленнĕ çеç. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх çак чикĕ-рен тĕрлĕ тытăмра тăракан вунă ытла хуçалăх иртрĕ. Вĕсем хушшинче кĕтÿре 100 пуç ытла ĕне тытаканнисем те пур. «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕнесем вара çулталăкра вăтамран 8425 килограмм сĕт антарнă. Ку — чи пысăк кăтарту. «Рассвет» ЯХПКра тата «Родина» ОООра кашни ĕнерен 7707-7010 килограмм, «Искра» колхозра 6664 килограмм сĕт суса илнĕ.
Районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ /293 пуç/, «Урожай» колхоз /216 пуç/, «Слава», «Труд» ЯХПКсем /170-шер пуç/ ытларах ĕнесем тытаççĕ. Сĕт пуринчен те нумайрах «Асаново» ЯХПК туса илнĕ — 13902 центнер. «Рассвет». «Восток» ЯХПКсен кăтартăвĕсем 13103-13040 центнерпа танлашаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантарсан, ăратлăх енĕпе тимлĕрех ĕçлесен, зооветеринари йĕркине пăхăнса пырсан, продукци илме çителĕклĕ условисем тусан ÿсĕмсем пулаççех. Çакна выльăх-чĕрлĕхпе ăнăçлă ĕçлекенсен тĕслĕхĕсем те çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр шăрăх çанталăк тăчĕ пулин те, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те, фермер хуçалăхĕсем те выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç. Кунсăр пуçне фермăсенче утă-улăмпа, сенаж-силоспа, тырă фуражĕпе пĕрлех минераллă япаласемпе пуян тутлăхлă хушма апатсем те параççĕ. Çакă сăвăм çине витĕм кÿретех.
Кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче пулнă май чылай çĕрте выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ăнăçлăрах ĕçлес хавхалану пурри курăнчĕ. Витесене çĕнетес, ăратлăха лайăхлатас тĕллевлĕ. Шел пулин те хуçалăхсенче ветеринари кадрĕсем çитменни палăрать. Фермăсенче тăрăшакансем те ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем вара выльăх патне килесшĕн мар. Ку пирĕн патри йывăрлăх çеç мар, ытти районсенче те сисĕнет.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç нихăçан та ансат пулман. Юлашки çулсенче унта ĕçлекенсен ĕçне çăмăллатма тăрăшаççĕ-ха, тĕрлĕ меслетсемпе усă кураççĕ. Çак енĕпе малалла ĕçлеççĕ: выльăх апачĕ валеçессине механизацилеççĕ, витесене çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтараççĕ…
Хамăр патра туса илнĕ продукцийе вырăнтах тирпейлекен предприятисем хута кайни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăхсене çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ парса тăрать. Çавăнпа та малашне те унпа тимлĕрех ĕçлемелле. Мĕн тунипе лăпланса лармасăр çĕнĕ технологие алла илме тăрăшмалла, малта пыракан опытсемпе анлăрах усă курмалла.
К.ГИМАЛЬДИНОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен
уйрăмĕн специалист-эксперчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *