Журналистсене саламларĕç

Журналистсене саламларĕç

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсен ячĕпе саламларĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тытăм влаçăн тăваттăмĕш турачĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевич паянхи пурнăçра информаци саракансем нумаййине, çавăнпах журналистсен ăсталăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлине асăнчĕ, калем ăстисене яланах шыравра пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕ.
Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина пичет отраслĕн 2021 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май журналистсем çĕнĕ мультимедиа формачĕсемпе усă курнине те палăртрĕ. Шăпах çакă информацие вулакан-итлекен-куракан патне вăхăтра çитерме май парать. Коронавирус пандемине пăхмасăр регион, районсен пурнăçне туллин çутатма мехел çитернĕшĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене ăшшăн тав турĕ министр.
— Пирĕн массăллă информаци хатĕрĕсем шыв юххи юхнă пек ĕçлемеççĕ, вĕсем хĕвел айĕнчи вырăншăн кĕрешеççĕ. МИХ-сем ертсе пыракан социаллă сетьсемпе республикăра пурăнакансенчен çурри ытла усă курать. Редакцисен аккаунчĕсем — хыпарсен тулли ресурсĕсем, вĕсем республикăра пурăнакансене тулли информаципе тивĕçтереççĕ. Аудитори йышне ÿстерес тесе редакци ĕçченĕсем çĕнĕ йышши мультимедийлă форматсемпе усă кураççĕ: видео- роликсем ÿкереççĕ, интервью тăваççĕ, телеграм-каналсене, YouTube тата TikTok каналсем ертсе пыраççĕ, — пĕтĕмлетрĕ Кристина Майнина.
Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин, республикăри Хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Наталья Николаева та уявсен ячĕсемпе саламларĕç, ĕçре палăрнисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Чăваш эстрада юрăçисемпе ташăçисем хăйсен пултарулăхĕпе кăмăла уçрĕç.
2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 164 МИХ шутра пулсассăн, вĕсенчен 104-шĕ пичет изданийĕ, 10 телеканал, 12 радиоканал, 35 сеть изданийĕ, 1 радиопрограмма, электрон 2 пичет изданийĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *