Вторник, 10 декабря

Юррăмсене итлесе тавралăха, атте-аннене аса илĕр…

Юррăмсене итлесе тавралăха, атте-аннене аса илĕр…

Аслă Çĕрпÿел вулавăшĕнче Евгений Антонович Федоров композитора аса илсе тăван тавралăх сехечĕ иртрĕ.
2022 çула Олег Николаев Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май Аслă Çĕрпÿел вулавăшĕнче хамăрăн ентешĕмĕре, чаплăран та чаплă композитора Евгений Антонович Федорова аса илсе краеведени сехечĕ иртрĕ.
Хăрпăла енĕ мухтавлă ентешсемпе питĕ пуян. Вĕсенчен пĕри — Е.А.Федоров. Ăна хăйĕн çуралнă тăван вырăнĕ, чăнласах та, асамлă сăпкара сиктерсе ÿстерсе, ансат мар пурнăç çулĕ çинче çирĕп утăмсемпе утса тухма вăй-хăват, ырă кăмăлпа тараватлăх, композитор талантне панă пулĕ.
Краеведени сехетĕнче библиотекарь Галина Родионова кĕскен Е.А.Федоров пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Енри паллă композитор 1936 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕ, Антон Федорович Федоров, Аслă Отечественнăй вăрçăра 1942 çулта пуçне хунă. Амăшĕ, Татьяна Кононовна Федорова колхозра ырми-канми ĕçлесе ачисене ура çине тăратма тăрăшнă.
Пĕчĕк Еня 1943 çулта Аслă Çĕрпÿелĕнчи пуçламăш шкулта вĕренме пуçлать. 1947—1950 çулсенче Кĕçĕн Çĕрпÿелĕн çичĕ класлă шкулта вĕренсе пĕтерет. Вăл шкула кайичченех тĕрлĕ сасăсем итлеме юратнă. Ăна пахчара шăпчăк юрлани те, çил çинчи ыраш пусси чÿхенсе шавлани те канăç паман. Купăс сассине илтсен вара вăл питĕ савăннă. Çичĕ çултах Евгений хăй тĕллĕн хут купăс калама вĕреннĕ. Шкула çÿреме пуçласан концертсене ертсе пынă, кÿршĕ ялсене тухса çÿренĕ.
1959 çулта пулас композитор Евгений Федоров «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме пуçлать. Çав çулах вăл Кĕçĕн Çĕрпÿелĕн каçхи шкулне вĕренме кĕрет. Купăс лайăх каланине кура ăна музыка учительне ĕçлеме илеççĕ. 1960—1963 çулсенче Çĕрпÿри баянист-хоровиксен курсĕнче вĕренет. Районти культура пайĕнче тăрăшуллă та ăнкаруллă яша хăвăрт асăрхаççĕ. Пултаруллă каччăна Комсомольскинчи клубра илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме шанаççĕ. 1963—1964 çулсенче Хусанти ПТУра вĕренет. Çавăнтан пуçласа вара малаллахи пурнăçĕ унăн яланлăхах музыкăн асамлă тĕнчипе тачă çыхăннă.
Е.А.Федоров Шуршăлти халăх хорĕн илемлĕх ертÿçи, музыка учителĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен культура керменĕнче хормейстер, илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлет.
Евгений Федоров хăйĕн професси шайне тата тавра курăмне ÿстерес шутпа Мускаври Н.Крупская ячĕллĕ искусство университетĕнче баянпа, чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсемпе маçтăрла выляма хăнăхнă. 1995 çулта Е.А.Федорова «Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят параççĕ.
Чаплă композиторăн Е.А.Федоровăн кун-çути курнă кĕнекисем: «Тÿпене тĕрленĕ шуçăм», «Хăрпăла кĕввисем», «Турат шĕлтĕртетĕвĕ», «Аса илĕр мана».
Е.А.Федоров хăй кĕвĕленĕ юррисене халăха, Аслă Çĕрпÿел тăрăхĕнчи тавралăха, атте-аннене, ял-йыша халалланă. «Манăн юррăмсене итлесе тăван тавралăха, атте-аннене, ял-йыша аса илĕр… Куç умне савăнăçлă кунсем тухса тăччăр, таса та илемлĕ юрату аса килтĕр», — тенĕ вăл.
Евгений Антонович Федоров 2011 çулхи августăн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анчах та унăн асамлă кĕввисем пирĕн асăмра пулĕç, эпир ăна аса илсе, унăн кĕввисене итлесе киленсе тăрăпăр.
Г.РОДИОНОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *