Понедельник, Январь 24

Йывăрлăха парăнман Вера аппа

Йывăрлăха парăнман Вера аппа

Пĕрремĕш çул район хаçатне практикăна килсен пичет машинки умĕнче ларакан хĕрарăмăн пÿрнисем клавишăсем тăрăх пĕр чарăнмасăр чупнине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Хут çине мĕн çырнине вулама та, кирлĕ саспаллисене тупса пичетлеме те мĕнле ĕлкĕрет-тĕр.
Вера Степановна Ворбьеван хаçатпа çыхăннă ĕç стажĕ вăл вăхăтра 30 çула яхăн пулнă та, миçе пин ал çырăва çапса хатĕрлемен-ши вăл çав тапхăрта. Секретарь-машинисткăн вырăс тата чăваш чĕлхин грамматикине те аван пĕлме тивнĕ, почерксене те ăнланмалла, вуламалла пулнă. Ун алли витĕр хаçат сотрудникĕсен статйисем çеç мар, обществăлла корреспондентсен ал çырăвĕсем те тухнă-çке.
Хырай Ĕнел хĕрĕн пурнăçĕ хаçатпа çыхăнасси 1961 çулта, вăл вăхăтра типографире ĕçленĕ Е.И.Квасова Комсомольскине ертсе килнинчен пуçланнă. Вăл çамрăксене набор ĕçне хăнăхтарнă. Анчах та çулталăк ĕçленĕ хыççăн района пайланă пирки унăн ялах таврăнма тивнĕ. Пултаруллăскер алă усса ларман, колхозра тăрăшнă. 1965 çулта района тепĕр хут туса хурсан «Октябрь ялавĕ» хаçат тухма пуçлать. Унта ĕçлеме пичет ĕçне пĕлекен çынсем кирлĕ пулнă. Вера Степановнăна та типографине чĕнсе илеççĕ. Л.П.Таллеров редактор ăна секретарь-машинистка пулма сĕнет. Пĕлмен ĕç пулсан та вăл часах хăнăхать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче пилĕк редакторпа ĕçлеме тÿр килет унăн. 30 ытла çул хушшинче хаçатăн корреспонденчĕсем те улшăнса тăнă, çĕршер ялкорпа юнкор çырса тăнă. Вĕсен кашнин хăйнеевĕр почерк пулнăран, кашни статьяна вулама пĕлмелле. В.Воробьева хăйне шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Редакци уншăн чăннипех те иккĕмĕш кил пулса тăнă. Ялта пурăннă май малтанхи çулсенче ĕçе çÿреме те çăмăл пулман. Ирхине ирех тухса район центрне çитме сахал мар çуран утнă вăл. Ялтан çитме вунă çухрăм ытла пулсан та ĕç вырăнĕнче вăхăтра пулнă. Хĕллехи шартлама сивĕсенче Комсомольскинче çĕр выртма юлнă. Ĕçе инçетрен çÿреме мĕнле хĕн пулнине çакна хăй туйса курнă çын анчах ăнланать. Апла пулсан та Вера Степановна килте хуçалăх тытма та, ача-пăча ÿстерме те пултарнă. Ывăлĕ Саша çара кайсан Афганистанри вăрçа лексен мĕн чухлĕ кулянман-ши? Çĕрĕпе çывăрайман каçсем те сахал мар пулнă. Тĕпренчĕкĕ çартан сывă таврăнсан мĕн тери савăнман-ши тата. Хуйхă-суйхи те, савăнăçĕ те пулнă, вĕсене ĕçтешсемпе пĕрле пайланă. Хастар ĕçшĕн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă, хаклă парнесене те тивĕçнĕ.
Нумаях пулмасть В.С.Воробьева редакцие кĕрсе тухрĕ. Чылай çул такăрлатнă сукмакпа утма вăл яланах хавас иккен. Редакцире ĕçленĕ вăхăта ăшă кăмăлпа аса илет.
Январĕн 3-мĕшĕнче ĕçтеш 80 çул тултарчĕ. Çак паллă юбилейпе ăна чун-чĕререн саламлатпăр. Çулсем иртсен те эсĕ ан кулян, пурнăçна ахаль пурăнса ирттермен, район хаçачĕн историйĕнче сисĕмлĕ йĕр хăварнă. Сывлăхлă пул, хуйхă-суйхă санран пăрăнса ирттĕр. Ачусен тата мăнукусен пархатарне курса пурăнмалла пултăр. Çулсем хыçа юлсан та, пирĕншĕн эсĕ унчченхи Вера аппах.
Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code