Четверг, 25 апреля

Сывлăха упрамалла

Сывлăха упрамалла

Коронавирус чире каялла чакать теме иртерех-ха. Чирлекенсем çав-çавах пур. Юлашки вăхăтра грипп чирĕпе чирлекенсен йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Çавăнпа та обществăлла вырăнсене тухса çÿрессинчен тăхтаса тăмалла, профилактика мерисене те çирĕп пăхăнмалла. Коронавируспа кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче уявсене йышлăн пухăнмасăр ирттерме те сĕннĕ. Аслă ăрурисен пушшех те халăх хушшине тухма тăрăшмалла мар. Суту-илÿ центрĕсене çул çитмен ачасене ашшĕ-амăшĕсĕр кĕртмеççĕ.
Вăраха тăсăлакан кану кунĕсенче çынсем хăйсене çăмăлттай тытса хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасассăн лару-тăру кĕске вăхăтрах улшăнма, чирлекенсен шучĕ сасартăк ÿсме пултарать. Кашни çыннăн яваплăха туймалла. Хăйсен те сыхланмалла, çывăх çыннисене те чир-чĕртен хÿтĕлеме тăрăшмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *