![Карантин вăхăчĕ вĕçленнĕ](http://kasalen.ru/wp-content/uploads/2021/11/C7E99211-3CAD-4FDB-8F8B-CB5B6F2C559F-665x365.jpg)
Кĕркунне пирĕн районти Шурут ялĕнчи пĕр хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх бруцеллиозне тупса палăртнăччĕ. Çавăнпа та ЧР Патшалăх ветеринари служби унта карантин туса хурасси çинчен октябрĕн 22-мĕшĕнче хушу кăларнăччĕ. Чире малалла сарăлма парас мар тесе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă. Кăçалхи декабрĕн 24-мĕшĕнчен карантин вăхăчĕ вĕçленни пирки ятарлă хушу кăларнă.