Штраф параççĕ

Штраф параççĕ

Симĕс те капăр чăрăш — Çĕнĕ çул уявĕн илемĕ. Анчах темиçе кун савăнассишĕн вăрман пуянлăхне сиенленĕшĕн пуçран шăлмаççĕ.
Декабрь уйăхĕнче лăсăллă йывăçсене, уйрăмах çамрăк хунавсене сыхлассипе тимлĕх ÿсет. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнипе çыхăннă çакă. Вăрманçăсем те чăрăша тата ытти йывăçа йĕркене пăхăнмасăр, юраман вырăнтан касасран сыхлас ĕçе вăйлатаççĕ. Йĕркене пăсакансемшĕн саккун çирĕп. РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшÿллĕн, çут çанталăка кÿнĕ сиеншĕн — ирĕк паман вырăнта йывăç каснăшăн — уйрăм çынна 3—4 пин тенкĕ, должноçрисене 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 200—300 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Икĕ е ытларах йывăç каснăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уголовлă явап çирĕпрех пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *