Воскресенье, 28 апреля

Пирĕн пуласлăхшăн ĕçленĕ

Пирĕн пуласлăхшăн ĕçленĕ

Совет Союзĕ вăхăтĕнчех, 1986 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче вăрçă тата ĕç ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри организацине йĕркеленĕ. Устав çирĕплетсе ĕçлеме пуçланă. Ун хыççăн облаçсемпе республикăсенче, районсенче организацин уйрăмĕсене туса хунă. 1991 çултанпа унăн ячĕ — «Пĕтĕм Раççейри вăрçă  тата ĕç,  хĕçпăшаллă вăйсен,  йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ обществăлла организацийĕ». Пирĕн районта вăрçă тата ĕç ветеранĕсен пуçару конференцийĕ 1987 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Ун ĕçне хутшăнма делегатсемсĕр пуçне предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ял совечĕсен, профсоюз комитечĕсен председатĕлĕсене тата ытти яваплă вырăнта тăрăшакансене те чĕннĕччĕ. Ушкăнпа сÿтсе явнă хыççăн ветерансен районти совечĕн председательне Р.П.Моисеева, ун çумĕ пулма С.А.Алиуллова суйларĕç. Манăн ку статьяра Сенат Алиуллович çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Сăлтавĕ те пур. Пурăннă пулсан пирĕн пултаруллă ентеш декабрĕн 17-мĕшĕнче 100 çул тултаратчĕ. Чаплă çын пирки нумай çырнă, каланă пулин те çак паллă кун тепĕр хут ун пирки аса илмеллех.
С.А.Алиуллов 1921 çулта хамăр районти Элпуç ялĕнче çуралнă. 1952 çулта Хусанти педучилищĕне пĕтернĕ. Хĕрлĕ Çарта службăра пулнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Аманса тăван тăрăха таврăнсан ял совечĕн секретарĕнче, шкулта военрукра, ВКП?Б/ парти райкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 32 çул «Дружба» колхоза ертсе пынă. Çак кĕске биографире вара тĕлĕнмелле çын пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Сенат Алиуллович тăван колхозшăн, районшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши! Юлса пыракан хуçалăха ура çине тăратса район шайĕнче çеç мар республикăра та палăрса тăраканнисен йышне çити çĕкленĕ. Вăл 20 çул «Дружба» хуçалăхри ветерансен пуçламăш организацине ертсе пынă.
Хастар ĕçшĕн, пултаруллăхшăн Сенат Алиуллович икĕ хутчен Ленин орденне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕ, Отечественнăй вăрçă I степеньлĕ орденсемпе, РСФСР Верховнăй Совечĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, тăватă хутчен ЧАССР Верховнăй Совечĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, нумай медальсемпе наградăланă. Вăл икĕ созывра ЧАССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Сенат Алиулловича «ЧАССР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл РСФСР пĕлтерĕшлĕ персональнăй пенсионер пулнă. Унăн ятне Комсомольски районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Çак пысăк, хисеплĕ наградăсене С.А.Алиуллова ахальтен паман. Вăл вĕсене хастарлăхĕпе, ĕçе пĕлсе йĕркелеме пултарнипе тивĕçнĕ. Ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕ аталантăр, ĕçлекенсен пурнăç условийĕсем лайăхланччăр тесе тăрăшнă вăл.
С.А.Алиуллов — район историйĕнче пысăк саспаллисемпе çырăнса юлнă ят. Çавăнпа ун çинчен манса каймалла мар. Çитĕнекен ăрăва тăван тăрăха, çĕре юратма, çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илме вĕрентмелле. «Ĕнерхи кунсăр паянхи кун çук», теççĕ. Вĕсем шăпах пирĕн пуласлăхшăн ĕçленĕ, пурăннă.
Ю.ТИМОФЕЕВ,
районти ветерансен
канашĕн председателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *