Хĕрсем ытларах çуралнă

Хĕрсем ытларах çуралнă

ЧР юстици министерствин патшалăх ЗАГС органĕсем 11 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Асăннă службăн ертÿçи Дмитрий Сержантов палăртнă тăрăх, регистрациленĕ актсен шучĕ кăçал республика шайĕпе илсен пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 4097 акт нумайланнă. Пĕлтĕр ача çурални, мăшăрланни, уйрăлни, усрава илни, ашшĕне палăртни, ят улăштарни тата вилни çинчен ЗАГС органĕсем 36402 акт çырнă пулсан, кăçал — 40499 акт. Пĕлтĕр çемье çавăрни çинчен 4319 акт регистрациленĕ пулсан, кăçал — 5289 акт. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи ЗАГС уйрăмĕсенче çемье çавăрни çинчен свидетельство илнĕ çамрăксен шучĕ республикăри ытти хуларисенчен чылай нумайрах пулнă. Канаш хули мăшăрлану акчĕ çырассипе виççĕмĕш вырăнпа палăрнă. Муниципалитетсенчи ЗАГС-сем хушшинче Шупашкар /302/, Çĕрпÿ /152/, Патăрьел /141/, Сĕнтĕрвăрри /124/ районĕсенче юратакан чĕресем çемье çавăрнине ытларах регистрациленĕ.
Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килни мăшăрсемшĕн чи пысăк савăнăç. 11 уйăхра Чăваш Енре 10267 ача çуралнă: 5248 — арçын ача, 5019 — хĕр ача. Вĕсен шутĕнчен 3286 çемьере — пĕрремĕш, 3719 çемьере — иккĕмĕш, 846 çемьере тăваттăмĕш ача çуралнă. Пирĕн республикăра пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ывăлсене ытларах çак ятсемпе çыртарнă: Матвей, Роман, Александр, Михаил, Артем, Илья, Егор, Иван, Кирилл, Максим, Дмитрий, Тимур, Даниил, Тимофей, Лев, Марк, Арсений, Давид, Макар, Богдан, Никита, Павел. Хĕр çуратнă çемьесем тĕпренчĕкĕсем валли ытларах чухне Анна, София, Ева, Виктория, Мария, Дарья, Анастасия, Милана, Валерия, Ксения, Арина, Полина, Алиса, Елизавета, Варвара, Екатерина, Кира, Александра ятсене суйланă.
Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ноябрь уйăхĕнче пурнăç çулĕпе юнашар утма шухăшланă юратакан чĕресем мăшăрланни çинчен 6 акт çырнă. Çав вăхăтрах уйрăлакансем те пулнă. 10 çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканнă. Ача çурални çинчен 15 акт регистрациленĕ. Çемьесене «телей кайăкĕ» вĕçсе килнипе çыхăннă кăтартусене тĕрĕсленĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕнче районта хĕр ачасем арçын ачасенчен ытларах çурални паллă пулнă. Пурĕ 11 хĕр пĕрчипе 4 ывăл ача çут тĕнчене килнĕ. Пурнăçăн йĕрки çапла — пĕрисем çуралаççĕ, теприсем вилеççĕ. Çак тапхăрта 36 çын яланлăхах куçĕсене хупнă. ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пурнăçран уйрăлнисем ытларахăшĕ аслă ăрури çынсем пулсан та вилеслĕх çураласлăхран пысăкраххи шухăшлаттарать.
С.ЕФИМОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code