Вторник, 15 октября

Ăста механизатоор ял пуянлăхĕ

«Александр аллинче ĕç вĕресе тăрать. Хуть мĕнле техникăпа та «пĕр чĕлхе» тупма пултарать вăл, кашни уйри тăпра пахалăхне пĕлсе, тĕпе хурса ĕçлет, шанса панă тивĕçе яланах «пиллĕк» паллăлăх пурнăçлать», — тет «Урожай» колхоз ертÿçи Юрий Егоров Александр Тарасов механизатора мухтаса.
Шурутра çуралса ÿссе тăван колхозра механизаторта ĕçлекен Александр Тарасов çинчен сăмах пуçарсан «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» тесен пĕрре те йăнăшмастăн. Техника патне туртăм пулни çине вара ашшĕ механизаторта ĕçлени пысăк витĕм кÿнĕ, паллах. Ача чухне Саша май пулсан тÿрех тракторпа ярăнма васканă. Вăл вăхăтри арçын ачасемшĕн 4-5 çухрăма «çĕнтерсе» хирте мăнаçлăн кĕрлекен тракторпа ярăнасси питĕ пысăк савăнăç пулнă.
Шкул пĕтерсен Александр водителе вĕреннĕ. Узбекистанра авиаци /ВВС/ çарĕнче çыхăну батальонĕнче службăра тăнă. Тăван яла таврăнсан колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Пĕр вăхăт водительте тăрăшнă. Унтан тракторпа, вырма тапхăрĕнче темиçе çул комбайнпа та ĕçленĕ. Çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Вера Александровнăпа, 3 ачана кун çути парнеленĕ. Опытлă механизатор 2013 çултанпа кустăрмаллă Т-150 тракторпа ĕçлет.
«Мана яланах техникăпа аппаланма килĕшнĕ. Пайсене салатса пухас, юсас кăсăклану шкул саккинченех пырать. Çавăнпах ĕнтĕ паянхи кун та механизаторта ĕçлетĕп. Пирĕн хĕрÿ ĕççи çурхи хĕвел пайăрки çĕре перĕнсен пуçланать те сивĕ хĕл хăй килессине сулхăн сывлăш юхăмне ярса систеричченех пырать. Механизатор ĕçĕ çăмăл мар. Ĕç «вĕресе» тăракан тапхăрта кашни минут шутра. Хĕвел ăшшипе ирĕлнĕ юр айĕнчен ирĕке тухакан пĕрремĕш симĕс хунавсемшĕн, çуркунне сухаланă пĕрремĕш суха кассишĕн, тырпулăн çĕнĕ тухăçĕн пĕрремĕш тоннишĕн савăннине вара нимĕн те çитмест», — ăнлантарчĕ Александр Тарасов механизатор профессине суйласа илнин сăлтавне ыйтсан.
Александр пуçăннă хăть хăш ĕçе те вăй парса, чун-чĕререн çунса пурнăçлама хăнăхнă. Вăл техникăна яланах юсавлă тытать. Яваплăх тăрăшуллă механизатора тухăçлă ĕçлеме пулăшать.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *