Четверг, 18 апреля

Хăйсен вăйĕпех хута янă

Ял хуçалăх предприятийĕсене паянхи кун çăмăлах килмест пулин те малаллах ăнтăлаççĕ. Тĕрлĕ майсем шыраса тупса çĕнĕ объектсем тума тăрăшаççĕ. Çак кунсенче «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пушар хуралĕн деповĕн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çакăнтах хуçалăхăн правленийĕ те вырнаçĕ.
Пуçтарăннисене Асанкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ансамбль хĕрĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Кооператив ертÿçи А.Н.Бахтеров чи малтанах çак çурта хута ярас тесе нумай вăй хунă механизаторсемпе водительсене тав сăмахĕ каларĕ. Пушар деповĕн çуртне хуçалăх хăй вăйĕпе тунă май çураки, вырма вăхĕтĕнчи хĕрÿ ĕçсем хыççăн пушансан вĕсене строительство ĕçне явăçтарнă. Мĕн ачаран техникăпа тăрăшсан та кунта та хăнăхнăскерсем пултаруллă пулнине палăртрĕ председатель. Депо туни, пушар сÿнтермелли автомашинăпа унпа ĕçлекенсене кооператив хăй вăйĕпе тытса тăни пĕтĕм ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине вырăнти администраци пуçлăхĕ Н.Н.Карпов палăртрĕ, хуçалăх ертÿçине тав турĕ. Инкек нихăçан та куçа курăнса килмест. Вут-кăвар сиксе тухмĕ тесе никам та шантарса калаймĕ. Çавăнпа та вырăнта пушар деповĕ пулни лайăх. Çак шухăшсене палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов. Район пуçлăхĕ Р.М.Мансуров та кооператив председательне кирлĕ объекта хута яма пултарнăшăн, правленипе депо çуртне машинăпа трактор паркĕ çывăхне тунишĕн ырларĕ. Хăнасем пушă алăпа килмен, парнесем пачĕç. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çурт алăкĕсем уçăлчĕç. Шала кĕрсен строительсем пушар хуралĕн ĕçченĕсене валли техникăна упрама та, канма та кирлĕ условисем туса пама тăрăшни сисĕнет: хăтлă, тирпейлĕ, ăшă. В.В.Яндров, Н.Г. Ильин, А.З.Салаев, О.А.Чижков пушар хуралĕн деповĕнче вунă çул ытла тăрăшаççĕ. Автомашина кивĕ, 1987 çулхиех пулсан та ăна ăнăçлă ĕçлеттереççĕ. Вут-çулăм тухсан вăл çула тухма яланах хатĕр. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем «хĕрлĕ автан» алхасма пуçласан кÿршĕ ялсене те васкаççĕ.
Хальхи вăхăтра çурт-йĕр, хуралтăсем хăвăрт тивсе илсе çунса каякан материалсенчен тăраççĕ. Çавăнпа та вырăнтах пушар хуралне тытса тăни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пушарĕ ан тухтăр та, инçетрен пулăшу çитиччен ялтисем вут-çулăмпа маларах кĕрешме пултараççĕ.
Г.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *