Понедельник, 20 мая

Мăнаçланма пултараççĕ

Мăнаçланма пултараççĕ

Кăçал республикăра Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев чиккине тăвакансен çулталăкĕ пулнă май Дубовка ял библиотекинче вулакансемпе тăтăшах мероприятисем ирттерме тăрăшрăмăр. Нумаях пулмасть кунта «Сăр хÿтĕлев чикки. Манăçми паттăрлăх» ятпа литература каçĕ йĕркелерĕмĕр.
Библиотекарь пуçтарăннисене малтанах Сăрпа Хусан хÿтĕлев чикки тăвас ĕç мĕнле пуçланнин историйĕпе паллаштарчĕ. Унăн вăрçă вăхăтĕнчи пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хÿтĕлев чикки тунă çĕрте хĕрарăмсем, стариксем, пĕве çитнĕ хĕрсем пысăк паттăрлăх кăтартни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем шартлама сивĕсене пăхмасăр кĕреçесемпе, лумсемпе, пуртăсемпе çĕр чавнă. Çĕр пÿртсенче, палаткăсенче пурăнса, выçăллă-тутăллă тăрăшса пысăк ĕç тунă. Пуçтарăннисем пурте пĕрле хамăр республикăра ÿкернĕ «Тăшман ури кунта ан пустăр» фильм пăхса ăна сÿтсе яврĕç.
Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнекепе паллашнă хыççăн ачасем çав йывăр вăхăтсене хăйсен куçĕсем умне кăларчĕçех пулĕ. Вĕсенчен чылайă- шĕн асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те çав хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă е тылра ырми-канми ĕçленĕ. Çавăнпа та паянхи çамрăксем хăйсен аслă тăванĕсемпе чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ.
Т.ВОЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *