Анне — пире пурнăç парнеленĕ, пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентнĕ, лăпка-лăпка ÿстернĕ, мăшăр çунат парнеленĕ çын. Унран çывăххи тĕнчере урăх çук. Анне пулăшса, хавхалантарса пынипе ĕнтĕ эпир пурнăçра çитĕнÿсем тăватпăр, унăн ырă канашĕсене асра тытса ĕçре хастар, çын хушшинче сăпайлă пулма тăрăшатпăр. Аннен юратăвне, çепĕçлĕхне, ăшшине, ачисемшĕн пăшăрханса çĕрĕпе куç хупманнине нимĕнле виçепе те виçеймĕн.
Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Людмила Шорникова виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Мăшăрĕпе Виталий Михайловичпа пĕрле вĕсем тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕн пĕчĕкренех ачисене ĕç çумне çыпăçтарса ÿстереççĕ, хастар та пултаруллă пулма, пур енĕпе те аталанма хавхалантараççĕ.
Шорниковсен аслă ывăлĕ Антон 2000 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче технологипе экономика факультетĕнче ăс пухнă. Мĕн ачаран спортпа туслăскер, шкулти, районти спорт ăмăртăвĕсенче нумай хутчен мала тухнă. Çăмăл атлетикăра, шашка вăййинче, тĕл перессипе çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем унăн пухмачĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Студент пурнăçĕ те Антонăн тĕрлĕ мероприятисемпе пуян иртнĕ. Хастар та тăрăшуллăскер, «Студентсен çуркунни», «Перловка», «МолГород», «Профсияние» тата ытти фестивальсене, студентсем хушшинчи КВН вăййисене активлăн хутшăннă. Вăл Шупашкар хула пуçлăхĕн, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн, Регионаллă аталану институчĕн ĕç тăвакан директорĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Антон ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата футболла выляссипе те çитĕнÿсем чылай тунă. Халĕ çамрăк каччă салтакра, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать.
Çемьери иккĕмĕш ывăл Иван та пиччĕшĕ пекех хастар. Вăл 7-мĕш класра ăс пухать, район, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене активлăн хутшăнать, малти вырăнсене йышăнса портфолионе пуянлатать. Экологи енĕпе, сăн ÿкерессипе тата ытти пултарулăх конкурсĕсенче вăл нумай хутчен малти вырăнсене тухнă. Иван Шорников спортра та çитĕнÿсем тăвать. Вăл йĕлтĕрпе ярăнса, чупса, хоккейла выляса пĕрре мар Дипломсене тивĕçнĕ.
Мария Шорникова 3-мĕш класра пĕлÿ илет. Вăл та пиччĕшĕсенчен тĕслĕх илсе «Эткер» центр ирттерекен конкурссене, районти ача-пăча фольклорĕн фестивалĕсене, «Хунав» конкурс-фестивале хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. Мария юрра-ташша та ăста. Çавăн пекех вăл ÿкерме, аппликацисем тума юратать.
Людмила Борисовнăпа Виталий Михайлович ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, паллах. Тĕпренчĕкĕсем хастар пулни ашшĕ-амăшĕнчен те чылай килет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ те, Шорниковсен те çаплах. Вĕсем анлă тавракурăмлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем пулнине кура ĕнтĕ вĕсен ачисем те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Людмила Борисовна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче рисовани тата черчени учительне вĕренсе тухнă. 2000—2003 çулсенче районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрта вăй хунă. Унтан район администрацийĕн культура пайĕнче художник-оформительте чылай çул ĕçленĕ. Çак хушăра вăл чылай наградăна тивĕçнĕ. Çав шутра: ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин, район администрацийĕн, районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн, районти централизациленĕ библио- тека тытăмĕн, ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, Дипломĕсем.
2016 çултан пуçласа Людмила Борисовна Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн Анат Тимĕрчкассинчи уйрăм подразделенийĕнче рисовани, технологи учителĕнче тата районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрта педагогра вăй хурать. Шкулта вăл чăваш тĕррин «Пĕрле тĕрлетпĕр» кружокне ертсе пырать. Ачасем унта хаваспах çÿреççĕ, тĕрлес ăсталăхне аталантараççĕ. Людмила Шорникова пушă вăхăт тупăнсанах алĕç тума ларать. Вăл печворк, кинусайга, скрапбукинг техникисемпе илемлĕ япаласем ăсталать, тĕрĕ тĕрлеме маçтăр. Районта иртекен кашни пултарулăх мероприятийĕнче унăн ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Районти Акатуйсем, ăсталăх класĕсем, республика шайĕнчи конкурссемпе выставкăсем вăл хутшăнмасăр иртмеççĕ.
Виталий Михайлович мăшăрĕн чун киленĕçне ырласа çеç йышăнать. «Луч» ЯХПКра трактористра тата комбайнерта вăй хураканскер, техникăпа питĕ туслă. Унăн ылтăн алли чăхăмланă техника хатĕрне вăр-вар «строя тăратать». Ывăлĕсем те ашшĕ пекех мĕн пĕчĕкрен машина-тракторпа туслă. Акă, Антон çуллахи вăхăтра комбайнер пулăшуçинче те ĕçлесе курнă.
Телейлĕ çемьере ачасем те телейлĕ çитĕнеççĕ теççĕ. Шорниковсене малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, упраса, килĕштерсе пурăнма, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратма сунас килет.
Н.КАЛАШНИКОВА.