Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Кăçалхи 10 уйăхра районта пурĕ 35 хутчен пушар тухнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта 32 хутчен вут-çулăм алхаснă пулнă. Пурĕ кăçалхи пушарсем 6 миллион та 886 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Шел пулин те, «хĕрлĕ автан» алхаснине пула пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Сивĕсем пуçланнă май пурăнмалли секторта тухнă пушарсен шучĕ ÿсет. Вут-çулăмăн тĕп сăлтавĕ- сенчен пĕри — ăшăтмалли приборсемпе, кăмакасемпе тата мăрьесемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсни. Çавна май кăмакасемпе тата мăрьесемпе усă курнă чухне тĕпе хумалли правилăсене тепĕр хут аса илтеретпĕр:
— кăмака çăварĕ çумĕнче 50х70 сантиметртан пĕчĕк мар тимĕр листи вырнаçтармалла;
— кăмакана ытлашши хĕртсе ямалла мар, питлĕхе лайăх хупмалла;
— кăмака ытлашши хĕрсен мăрьере çурăксем пулаççĕ, вĕсенчен хĕлхемсем сирпĕнеççĕ. Пушар мăрье çумĕпе пуçтарăнакан хăрăм çунма пуçланипе те тухать. Çавăнпа та хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен мăрьене хăрăмран тасатмалла;
— ачасене хăйсем тĕллĕн кăмака ан хуттарăр, хăйсене кăна кăмакана вут пăрахса тăма та ан шанăр;
— вутта, тумтире тата ытти хыпса илме пултаракан япаласене кăмака çывăхĕнче ан типĕтĕр;
— кăмакана чĕртме хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе ан усă курăр.
Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, «01», «101», «112» телефонсемпе пушар хуралне шăнкăравлăр.

И.АНАНЬЕВ,
Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *