Район прокуратурине Комсомольски ялĕнчи Завод урамĕнчи çула кирлĕ пек йĕркелесе тăманни çинчен пĕлтернĕ. Тĕрĕслев çак вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕ çинче 5 сантиметртан тарăнрах тата 15 сантиметртан сарлакарах шăтăк-путăксем нумай пулнине, çавăн пекех çак урам Карл Маркс урамĕ урлă каçса кайнă вырăнта 14 сантиметр тарăнăшлă тата 60 сантиметр тăршшĕ лакăм пуррине тупса палăртнă.
Çак çитменлĕхсене пĕтерме район прокуратури Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă. Ăна пăхса тухнă хыççăн йĕркене пăснисен пĕр пайне тÿрлетнĕ, должноçри пĕр çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.
Хушма тĕрĕслев çак автомобиль çулĕн пĕр пайĕнче тарăн лакăмсем нумаййине, автоçула паспортизацилеменнине палăртнă. Çакă çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе çыхăннă требованисене пăхăнманнине çирĕплетет. Çавна май район прокуратури Комсомольски ял тăрăхĕн администрацине Завод урамĕнчи çула паспортизацилеме тата юсама хушса суда административлă иск заявленийĕ ярса панă. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхне хирĕç РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 12.34 статйипе ĕç пуçарнă.
Суд ĕçе пăхса тухса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ айăплине палăртнă, 20 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕн çула юсамалла тата паспортизацилемелле пулать.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.