Саламлама васкăр

Саламлама васкăр

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ Анне кунне халалласа социаллă сетьсенче ятарлă видеофлешмоб пуçарса янă. Унăн тĕллевĕ — хĕрарăмсене хисеплемелли, çемье çирĕплĕхне упрамалли пирки, кашни çыннăн пурнăçĕнчи аннен пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтересси.
Пурăнан пурнăçра аннесене тав тума, ăшă сăмах калама яланах вăхăт та çитерейместпĕр пулĕ. Флешмоба хутшăнса кашниех хăйĕн амăшне саламласа видео çырма пултарать. Юратнă аннесене чун-чĕрере тахçанах капланнă сăмахсене калама, сăвă е юрă урлă саламлама, ăшшăн тав тума ку — питĕ лайăх мел.
Видеоролике Вконтакте е Инстаграмм социаллă сетьсенчи хăвăрăн страница çине вырнаçтармалла, #аннеслюбовьюкомсомольский хэштэг лартмалла. Акци ноябрĕн 28-мĕшĕччен пырать. Юратнă çыннăрсене саламлама васкăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *