Атте кунне халалласа уяв иртрĕ

Атте кунне халалласа уяв иртрĕ

Ача пурнăçĕнче, вăл мĕнле çитĕннинче амăшĕн çеç мар, ашшĕн те тÿпи пысăк. Шăпах çакна асра тытса пирĕн çĕршывра октябрь уйăхĕнче Ашшĕсен кунне уявлама йышăннă. Çак кунсенче районти культура çуртĕнче те уява халалланă мероприяти иртрĕ.
Çĕршывра коронавируспа çыхăннă лару-тăру çивĕччине кура уява нумай çынна йыхравламан. Кашни килекене вакцинаци тунине çирĕплетекен QR-кодпа, ÿт температурине тĕрĕслесе кĕртрĕç.
Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова ăшшăн саламларĕç, тĕрлĕ çĕрте палăрнă чи пултаруллă ашшĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Культура тытăмĕн ĕçченĕсем уява хаваслăх кĕртрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *