Çырав вăй илет

Çырав вăй илет

Районта çырав малалла пырать. Ноябрĕн 14-мĕшĕччен кашни çыравçăн вăтамран 500 çынна ыйтусем парса хуравсене планшета кĕртмелле.
Аса илтеретпĕр, çыравçăсене ятарлă тум: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн символикиллĕ кăвак жилет тата кăвак шарф урлă уйăрса илме пулать. Вĕсен кашнинех çыравçă удостоверенийĕ пур. Бланкри ыйтусем çынна хăйне тата унăн хуçалăхне пырса тивеççĕ. Вĕсене киле пыракан çыравçăсем урлă, Нумай функциллĕ центрта тата стационар участокĕнче хуравлама пулать. Ноябрĕн 8-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă онлайн-форматпа та çырава хутшăнма май пур.
Çырав ирттерес енĕпе районти уполномоченнăй Надежда Александрова пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ ыйтусем çине хуравланă. Çакă районта пурăнакансен 52 проценчĕпе танлашать. Çыравçăсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çавна май палăртнă кун тĕлне пĕтĕм ĕçе туса пĕтересси иккĕлентермест.
— Çак кунсенче пĕр ялăн çыравçи коронавируспа чирлесе ÿкрĕ. Апла пулин те, çак участока тимлĕхсĕр хăвармарăмăр, контролерсемпе çыравçăсенчен тăракан мобильлĕ ушкăн йĕркелесе çак участока ятăмăр. Çапла вара никам та çыравран айккинче тăрса юлмĕ, — пĕлтерчĕ Надежда Александрова.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *