Понедельник, Январь 24

Унăн пĕр кунĕ те чупусăр иртмест

Унăн пĕр кунĕ те чупусăр иртмест

Тĕлĕнмелле çын вăл. Спорта пĕтĕм чĕрипе парăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех чи пултаруллă спортсменсен шутĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çар службинче тăнă чух йĕлтĕр марафонне /50 километр/ хутшăнса «СССР спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Тĕлĕнмелли акă мĕнре: хĕрĕх çула яхăн ĕнтĕ тĕнче марафонне /42 километр та 195 метр/ чупать, Израильти Иерусалим хулинчи тĕнче марафонĕнче виççĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Ку енĕпе «Спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
50 çулхи юбилейне 50 километрлă дистанцие чупса тухса кĕтсе илнĕ. Çавăнтанпа марафон чупăвне кашни çул пĕрер километр ÿстерсе пырать. 60 çулта — 60 километр, 65 çулта 65 километр чупать.
Çак тĕлĕнмелле çын — Петр Архипович Порфирьев. Вăл пирĕн районти Хирти Шăхасан ялĕнче 1951 çулта çуралнă, Ульяновск хулинче пурăнать.
Асăннă ялта Порфирьевсен çемйинче тăватă ача — икĕ хĕр те икĕ ывăл — кун çути курнă. Петр — вĕсен иккĕмĕш ачи. Çĕнĕ Кипеç вăтам шку- лĕнче пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Комсомольски вăтам шкулне çÿреме пуçланă. Ăнăçлă вĕренсе пырса алла аттестат илнĕ, Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Училище хыççăн — çар служби. Салтак тивĕçне Петр Заполярьери чикĕ хуралĕн чаçĕнче туллин пурнăçласа тăван яла таврăннă. Нумай тăхтаса тăмасăр Уфари медицина институтне çул тытнă. Çапла вара Петр Порфирьев 1973 çултан пуçласа хăйĕн пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. 1980 çулта, алла врач-терапевт дипломне илсен, пирĕн ентеш Ульяновск хулинче тĕпленнĕ.
Пурăннă кашни çулшăн марафон дистанцине пĕрер километр хушса чупма ăçтан вăй çитернĕ-ха врач? Хурав пĕрре — Петр мĕн ачаран спортпа çав тери туслă пулнă. Спортăн икĕ енĕпе ?йĕлтĕр, марафон/ «Спорт мастерĕ» ята çирĕплетекен удостоверение никам та ахаль памасть. Шкул çулĕсенче ентеш çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. Футболистсен командинче кашни вăйăра хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тухсан вара унпа танлашма çăмăлах пулман. Çавăнпах мар-и Шупашкарти медицина училищин йĕлтĕрçисен команди республикăра иртекен кашни ăмăртура тенĕ пекех малти вырăнсене йышăннă. Çар службинче те спорт тĕлĕшĕнчен пуриншĕн те тĕслĕх пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна Мурманск облаçĕнчи «Динамо» спорт обществин пĕрлештернĕ командине те кĕртнĕ. Çар служби хыççăн, Уфари медицина институтĕнче вĕреннĕ чухне, Петр институт командинче хăйĕн чысне çÿлти шайра тытнă. Медицина ĕçченĕсен йĕлтĕрпе чупассипе ирттерекен Раççейри ăмăртăвĕсенче Петр Порфирьев пĕрре кăна мар чемпион лентине тивĕçнĕ.
Ульяновск хулинче терапевтра ĕçлеме тытăнсан Петр Архипович вăрăм дистанцисене чупассипе хăйне тĕрĕслеме тытăнать. Спорт ветеранĕ хулара иртекен марафон ăмăртăвĕсенче кашнинчех чемпион ятне тивĕçет. Темиçе хутчен те Раççейри чемпионатсене хутшăнса хăйĕн çулхисем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята аллинчен ямасть.
Ульяновск хулин Правительстви те ентешĕмĕрĕн спортри çитĕнĕвĕсене хакламасăр хăвармасть. Акă пĕр телеграмма: «Уважаемый Петр Архипович! От имени Правительства Ульяновской области и от меня лично примите искренние поздравления с блестящим участием в международном марафоне в Израиле, где вы заняли третье место. Ваши спортивные и профессиональные достижения, целеустремленность, профессионализм и умение работать с полной отдачей сил достойны уважения. Мы гордимся вашим успехом. От всего сердца желаю Вам дальнейших больших достижений на благо нашей родной Ульяновской области и Великой России. Удачи, благополучия и всего самого светлого и доброго Вам и Вашим близким!
С уважением губернатор, председатель правительства Ульяновской области Морозов С.И.»
Çак марафон чупăвне пурĕ 813 спортсмен хутшăннă. Петр Архипович чупакан ушкăнра /60—64 çулхисем/ — 37 марафонец. 42 километр та 195 метра 3 сехет те 44 минут та 53 çеккунтра чупса тухса ентеш виççĕмĕш вырăн хуçи пулса тăрать.
Петр Архипович марафонец Раççейре иртекен ăмăртусене пурне те хутшăнать. Хутшăнать кăна мар, наградăпа таврăнать. Çемье архивĕнче çав тери нумай вĕсем. П.А.Порфирьев вăрăм дистанцине чупма кăмăллакансен клубĕн членĕ. Унăн пурнăçри девизĕ — «Пĕр куна та чупмасăр ирттермелле мар».
Ентеш спортпа туслă пулнишĕн савăнатпăр, ăнăçу, телей сунатпăр.
В.КРАСНОВ,
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code