Такăр çул пултăр сана, водитель

Такăр çул пултăр сана, водитель

Суту-илÿ пирки сăмах пуçарсан эпир тÿрех магазинсен сентрисем умĕнче тăракан çынсене куç умне кăларатпăр. Вĕсем сутă тăвакан таварсене кÿрсе паракансем пирки аса та илместпĕр. Сутлăх япаласем район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене хăйсем тĕллĕн çитеймеççĕ-çке. Района та урăх хуласенчи заводсемпе фабрикăсенчен, суту-илÿ базисенчен хăйне хăех килеймеççĕ. Апла пулсан вĕсемпе ĕçлекен ятарлă çынсем пур. Суту-илÿ ĕçченĕсен уявĕнче вĕсем пирки, водительсем çинчен, калаçма тепĕр чухне сăмах та юлмасть пулĕ. Автомобиль транспортĕнче ĕçлекенсен кунĕ умĕн вĕсенчен пĕрин çинчен каласа парасах килет.
Йăлана кĕнĕ «ача чухнех шофер пулма ĕмĕтленнĕ» сăмах çаврăнăшĕпе усă курас килмест те, апла пулин те ялти вуншар ача пекех Василий Макаров та автомашина рулĕ тытса пыракансем çине ăмсанса пăхнă. Вăл ÿснĕ çулсенче ку техника паянхи пек нумай пулманнине шута илсен пушшех те. Çитменнине унăн икĕ тетĕшĕ те Вася шкула çÿренĕ вăхăтра район центрĕн-чи предприятисенче водитель пулса ĕçленĕ. Ÿсерехпе вăл хăйĕн пурнăçне техникăпа çыхăнтарасси пирки иккĕленмен ĕнтĕ.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех çуллахи каникул кунĕсенче тетĕшĕпе плугарь пулса та ĕçленĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче сакăр класс пĕтерсен Комсомольскинче механизаторсен курсĕнче вĕреннĕ. Икĕ çул ялти «Заветы Ильича» колхозра трактористра тăрăшнă. Çара каяс умĕн ДОСААФра водителе вĕренсе тухнă.Службăра тăнă вăхăтра та автомашина рульне алран яман. Совет çарĕнчен иккĕмĕш класлă водитель пулса таврăннă. Яла килсен те нумаях алă усса ларман, «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятине ĕçе кĕнĕ.
1983 çултан пуçласа В.Макаровăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕппипех Комсомольски райповĕпе çыхăнать. Вăл вăхăтра суту-илÿ системине транспортпа тивĕçтерекен ятарлă предприяти пулнă. Василий Иосифович унта водительте ĕçлеме пуçлать. Унăн ертÿçи В.Кополухин асăрхаттарса, çав вăхăтрах канаш парса та каланă сăмахсене паянхи кун та манмасть вăл. «Çул çине тухсан нихăçан та ан васкăр. Автомашина хăвăртлăхне виçерен ирттерни инкек патне илсе çитерме пултарать. Сире хыçалтан никам та хăваласа пымасть. Кузоври е фургонти тиеве тĕрĕс-тĕкел илсе çитерĕр», — тетчĕ», — аса илет халĕ В.Макаров. 1980 çулсенче районти ялсенче çулсем япăх пулнă. Йĕпе-сапа вăхăчĕсенче пушшех те хĕн килнĕ. Путса ларасси те, лавккасем патне автомашинăна тракторпа сĕтĕрсе пынисем те пулнă. Ĕçе ирпе-ирех тухса кайса сĕм çĕрлене юлса та пĕрре мар таврăннă. Ялтан вунă ытла çухрăмра вырнаçнă район центрне ĕçе вăхăтра çитме пĕрре те çăмăл пулман. Апла пулсан та вăл хушнă ĕçе яланах пурнăçланă.
Вăхăт иртнĕçемĕн районта çулсем енĕпе лару-тăру улшăннă. Райпо та аталанса пынă, тавар çаврăнăшĕ те пысăкланнă, суту-илÿ çыхăнăвĕсем те анлăланнă. Василий Иосифовичăн опычĕ те ÿссе пынă. Хамăр районти ялсенчи лавккасене тавар турттарнипе пĕрлех унăн инçе çулсене те тухкаласа çÿреме тивет. Шупашкар, Канаш хулисемсĕр пуçне кÿршĕ республикăсемпе облаçсене те пĕрре мар çитсе килет. Тепĕр чухне канмалли кунсенче те, уявсенче те руль умне ларса çула тухать вăл.
Техникăна юратмасан, ăна пăхса тăмасан ĕç тухăçлăхĕ çук. Инçе çула тухсан та пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах ăна çийĕнчех юсать нумай çул ĕçлесе темĕн те курнă опытлă водитель. Маларах çулсенче В.Макаров фургонлă автомашинăсемпе ĕçленĕ.Юлашки вăхăтра ăна груз турттармалли «КамАЗ» автомашина шанса панă. Унпа вара час-часах пысăк грузсем тиесе килме инçе çула тухма тивет.
Хастар та пултаруллă пулнăшăн, хушнă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланăшăн В.Макаров чылай наградăсене тивĕçнĕ. Вăл 40 çула яхăн руль умĕнче ларса миçе пин тонна-километр чухлĕ ĕç тунине шутласа та пĕтереймĕн. Кăçал водитель 60 çул тултарчĕ. Вĕсенчен нумай кунне Василий Иосифович автомашина çинче ирттернĕ. Халĕ те руле çирĕп тытать-ха вăл. Ун çине пăхатăн та ирĕксĕрех юрăри сăмахсем аса килеççĕ: «Кашни кун эсĕ руль умĕнче, кашни кун эс çул çинче». Малашне те такăр çул сана, водитель!
Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *