Суббота, 7 сентября

Çырава хутшăнмалла

Çырава хутшăнмалла

Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен пыракан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тĕрлĕ майпа хутшăнма пулать.

Акă,октябрĕн 15-мĕшĕнчен ноябрĕн 8-мĕшĕччен «Госуслуги» порталта хăвăр çинчен каласа пама май пур. Çыравçăсем сирĕн пата ятарлă планшетсемпе октябрĕн 18-мĕшĕнчен ноябрĕн 14-мĕшĕччен пыма пултараççĕ. Çавăн пекех эсир стационарлă çырав участокĕсене, нумай функциллĕ центра та çитме пултаратăр. Чăваш республикинче канмалли кунсăр 370 çырав участокĕ ĕçлĕ. Пирĕн районта ун пек пунктсем çак адрессемпе вырнаçнă: Комсомольски ялĕ, Канаш урамĕ, 22-мĕш çурт, Александровка ялĕ, Комсомольский урамĕ, 161-мĕш çурт, Аслă Çĕрпÿел ялĕ, Центральная урамĕ, 1-мĕш çурт, Урмаел ялĕ, Центральная урамĕ, 51-мĕш çурт, Аслă Чурачăк ялĕ, Ленин урамĕ, 144-мĕш çурт, Тукай ялĕ, Садовая урамĕ, 1-мĕш çурт. Ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен вĕсене çитсе çырав хучĕсем çинчи ыйтусем çине хуравлама пултаратăр.
Н.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *