QR-код е справка пулмасан кафене çул хупă

QR-код е справка пулмасан кафене çул хупă

Октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене организмăн коронавирус патне иммунитет пуррине ĕнентерекен справкăпа çеç кĕртеççĕ. Çыннăн çак виçĕ документран пĕри пулмалла: вакцинациленнине кăтартакан QR-код, ковидпа чирленĕренпе 6 уйăх иртменнине палăртнă справка е ПЦР-тест тунине çирĕплетекен справка.
Пĕрремĕш прививкăна тунă хыççăн 5 кунра патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетне çакăн çинчен пĕлтерни килет. Электрон сертификатпа иккĕмĕш прививкăна тунă хыççăн усă курма пулать. Ăна тупас тесен вакцинаци çинчен пĕлтернĕ çырăва уçса «Дневника куçас» йĕркене е «Манăн сывлăх» пая кĕрсе «COVID-19 тĕпчевĕсемпе иммунизаци пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен» йĕркене пусмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен мобильлĕ хушăмĕпе усă куратăр пулсан, «Пулăшусем» пайра «COVID-19-тан вакцинациленесси» кнопкăна пусмалла е шыравра «сертификат» сăмаха çырмалла. Сертификата хут çине пичетлесе кăларма е QR-кода телефон çине скрин туса сыхласа хăварма пулать. Енчен те эсир патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмен, анчах та вакцинаци витĕр тухнă пулсан, тухтăртан çакна ĕнентерекен справка илмелле.
Сирĕн коронавирус çуккине ПЦР-тест урлă çирĕплетнĕ пулсан, çак справкăпа усă курса 3 талăк социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене кĕрсе çÿ-реме пулать. Çак вăхăт иртсен унпа усă курма юрамасть.
Енчен те эсир юлашки 6 уйăхра коронавируспа чирлесе ирттернĕ, çакăн çинчен сире официаллă диагноз лартнă пулсан, пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче çакна ĕнентерекен сертификат пулать. Ăна çÿлерех палăртнă пек «Манăн сывлăх» пая кĕрсе тупмалла. Чирлесен тухтăрсенчен пулăшу ыйтман пулсан çакăн пек сертификата илейместĕр.
Н.Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *