Чирлекенсем çав-çавах нумай

Чирлекенсем çав-çавах нумай

 

Раççей шайĕнче Чăваш Республики иртнĕ эрнере коронавирусран вакцинациленекенсен шучĕ ÿснĕ регионсем йышĕнче пулин те чирлекенсен йышĕ енĕпе лару-тăру йывăр-ха. Çакăн çинчен пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ О.Николаев. Лару-тăру лайăх енне улшăнмасан татах та çирĕпрех мерăсем йышăнасси çинчен каланă. QR-кодпа усă курассине йĕркелемен предприятисене хупас, шкул ачисен кĕркуннехи каникул кунĕсене тăсас ыйтусем те тухса тăма пултараççĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене организмăн коронавирус патне иммунитет пуррине ĕнентерекен справкăпа çеç кĕртеççĕ. Республикипе илсен, культура тата спорт учрежденийĕсем асăннă чарусене çирĕпрех пăхăннине, обществăлла апатлану предприятийĕсем енĕпе лару-тăру йывăртарах пулнине палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов та тунтикунсерен ирттерекен планеркăра коронавирус чирĕпе кĕрешессине вăйлатмалли çинче чарăнса тăнă. Çак хăрушă чиртен сыхланас тесе такам хушнипе мар, хамăрăн ăнланса тăрăшни кирлĕ. Чирлекенсен çеç мар, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлакансен йышĕ те ÿссе пыни кашнинех шутлаттармалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *