Ултавçăсен «вăлтине» ан çакланăр

Ултавçăсен «вăлтине» ан çакланăр

!Массăллă информаци хатĕрĕсенче юлашки вăхăтра телефон урлă тунă ултавлă ĕçсем пирки тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ.

Урмаелсем те хăйсен ялĕнче çынсен сăмахне итлесе нумай укçа-тенкĕ çухатнине пĕлеççĕ. Апла пулин те телефонпа пысăк укçа шантаракансене, тĕрлĕ майпа илĕртекенсене е хăратса ÿкерекенсене ĕненеççĕ. Ултавçăсем — ăста психологсем.Вĕсем çынсемпе мĕнлерех калаçмаллине питĕ лайăх вĕренсе çитнĕ. Хăйсене сире пулăшасшăн пулнă пек тытаççĕ, сассисем çепĕç те чун-чĕрене витермелле илтĕнеççĕ. Вĕсем кунĕпе вуншар, тен, çĕршер çынпа телефонпа калаçса ултав серепине лекме пултаракансене шыраççĕ. Сасартăк «Сирĕн ятпа кредит илнĕ е илеççĕ» тесе пĕлтерни чылайăшне хăратса пăрахать. Ултавçăсем çавна çеç кĕтеççĕ, меллĕ самантпа хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ. Çын çухалса кайнипе усă курса банк карттин реквизитчĕсене ыйтса пĕлеççĕ. Çапла майпа эсир хăвăр сисмесĕрех укçа-тенкĕсĕр тăрса юлатăр. Çавăнпа та палламан çын шăнкăравласан унпа калаçма ан тăрăшăр. Вĕсен сăмахĕсене ĕненсен те малтан банка шăнкăравласа тĕплĕ- нрех ыйтса пĕлĕр , иккĕленсен полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр.
Темиçе хутчен те асăрхаттарса каланине тепĕр хут аса илтеретпĕр:
— хăвăрăн банк счетчĕ пирки тата карттăн тÿнтер енче кăтартнă кода никама та ан калăр;
– телефон çине СМСпа килекен парольсемпе асăрхануллă пулăр;
— палламан номерсемпе килекен хыпарсем çине тÿрех хуравлама ан тăрăшăр;
— укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем сиксе тухсан тÿрех сирĕн счетсемпе ĕçлекен банкăн офисне çитсе шăнкăравласа пĕлĕр.
Район çыннисене телефонсемпе ĕçленĕ, калаçнă чухне тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр. Ултавçăсем сирĕн укçа-тенке илмелли çĕнĕрен-çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Эсир пурне те шаннине кура, шел пулин те, сире хăйсен ултав «вăлтине» çаклатаççĕ. Эсир вĕсенчен ăслăрах,тимлĕрех пуласса шансах тăратпăр.

C.Прохоров, районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *