Онлайн мелпе

Онлайн мелпе

Социологсем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнмалли чи анлă меле тĕпчесе палăртнă. Хуравлакансенчен çурри ытла çырав хутне онлайн мелĕпе хăйсем тĕллĕн тултарасшăн.
SuperJod портал тĕпчевне 2500 çын хутшăннă. Çав шутра 58 процент çырава «Госуслуги» портал урлă хутшăнасшăн. Вĕсем ăнлантарнă тăрăх, кун пек сывлăхшăн шанчăклă, кил-çурта ют çын пырса кĕресрен хăрамалли çук. 16 процент вара çыруçа килте кĕтсе илме хатĕр. 7 процент НФЦна, çырав участокĕсене çитме палăртать. 19 проценчĕ вара çырава мĕнле мелпе хутшăнассине суйласа илеймен-ха.
«ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă тытăмсемпе усă куракансен хушшинче ирттернĕ тĕпчевре 56 процент «Госуслуги» портал урлă çырава хутшăнма, 29 процент килте çыруçа кĕтме, 10 процент участоксене çитме хатĕррине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *