Шкулсенче ачасен апатланăвне мĕнле йĕркелени вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ çине, паллах, витĕм кÿрет. Выçă хырăмла вĕренес кăмăл пулмастех. Çавăнпа та ку ыйту çине кашни шкултах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасене мĕнле апатлантарни çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çул тытрăм.
Патшалăх программипе килĕшÿллĕн 1—4-мĕш классенче ăс пухакансене пурне те кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Çакна валли кашни ача валли ятарласа укçа уйăраççĕ. 5—11-мĕш классенче пĕлÿ илекенсем валли вара уйăхсерен укçа пуçтараççĕ. Вĕсем кунне 50 тенкĕлĕх икĕ хутчен апатланаççĕ. Нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесен ачасен апатланăвĕшĕн тăкакланма тивмест. Вĕсене валли те патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать. Кун пеккисем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче хальлĕхе 7 ача. Кирлĕ справкăсене туса хатĕрлесен ыттисем те тÿлевсĕр апатланăва куçма пултараççĕ.
Менюна çитĕнекен организма кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тесе йĕркелеççĕ. Унта яшка, тĕрлĕ пăтă, çĕрулми нимĕрĕ, какай, катлет, пулă, салатсем, пахча çимĕçсем, компот е чей кĕреççĕ. Шкула апат-çимĕç кÿрсе килессине те тивĕçлипе йĕркеленĕ. Çăкăр- па «Хлебозавод» ООО, сĕт юр-варĕсемпе Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ тивĕçтереççĕ. Ытти таварсене Александр Дьяконов уйрăм предприниматель кÿрсе килет.
Вĕренÿ учрежденийĕнче пурĕ 497 ача пĕлÿ илет. Вĕсене черетпе ятарлă графика пăхăнса апатлантараççĕ. Çавна май шкулăн столовăйĕнче кашни урок хыççăнах апат çиекенсем пур. Светлана Лаврушкина, Эльвира Артемьева тата Валентина Боровкова поварсем кашни апата чунне парса хатĕрлеççĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлама тăрăшаççĕ. Гузелия Зейнетдинова, Миндания Садртдинова повар пулăшуçисем, Елена Шумилкина кладовщица та кашни кун тулли кăмăлпа хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ, апатлану процесне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшаççĕ. Ĕçченсем куллен тăрăшса вăй хуни куçкĕрет. Шкул ачисене чăннипех те тутлă та пахалăхлă апат çитереççĕ. Тĕрĕс тата вăхăтра апатлан- ни вĕсен сывлăхне çирĕплетет, тăрăшса вĕренме хистет.
Н.Калашникова.