Четверг, 12 декабря

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ, чыс-хисепе тивĕçнĕ

«Алга» колхоз 1980 çулсенче районта çеç мар, республикăра та чи лайăх ĕçлесе пыраканнисен йышĕнче пулнă. Уй-хир культурисем лайăх тухăçпа, фермăсем продуктивлăхпа савăнтарнă. Машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланнă, строительство ĕçĕсем те чылай тунă. Çак ÿсĕмсенче, паллах, Урмаел ялĕнче пурăнакан хастар çынсен тăрăшуллăхĕ пытаннă.

Имамелтдин Нассертдинович Кумутов хуçалăхра 1967 çулта ĕçлеме пуçланă. Çара кайиччен ДОСААФăн районти уйрăмĕнче водительсем хатĕрлекен курсра вĕренсе алла права илнĕскере ГАЗ_51 автомашина шанса панă. Кивĕрех техника пулин те кулянса ÿкмен, хавхаланупа ĕçе тытăннă. Р.Гибаев ăста водитель ăна сĕнÿ-канашсемпе те, ырă сăмахсемпе те пулăшса пынине ас илет Имамлетдин Кумутов. Вăл çулсенче автомашина пĕрре те пушă ларман. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вĕсем валли ĕç пулнă. К.Салахов, М.Табаев тата ытти водительсемпе пĕрле вырма вăхăтĕнче мĕн чухлĕ тырă турттарман-ши; Хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытма тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн ăна колхоз правленийĕ пĕрре мар Хисеп грамотисем, Дипломсем парса чысла- нă.
Хуçалăха Гарефетдин Апраков ертсе пыма пуçласан, председатель пултаруллă çамрăка тÿрех асăрханă. Хăйне илсе çÿрекен автомашина рулĕ умне ларма сĕннĕ. Çамрăк хапăлласах килĕшнĕ. Ĕçĕ ку тусанлă мар пулин те хăйнеевĕрлĕ пулнă. «Алга» колхоз çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи хуçалăхсемпе, предприятисемпе çыхăну тытнă май инçе çула та пĕрре мар тухма тивнĕ. Кун каçа та председательпе чылай çĕре çитнĕ. Автомашинăна яланах юсавлă тытнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен темиçе çул «Алга» ялхуçалăх кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче механикра та ĕçленĕ. И.Кумутов пур çĕрте те пултарулăхпа палăрса тăнă.
Имамелтдин Нассертдиновичпа Гульфуруз Минулловна 6 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Кумутовсем 14 мăнукĕпе 4 мăнмăнукĕпе савăнаççĕ. Хăйсем Инсур ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ.
Имамелтдин Нассертдинович хăй Урмаелĕнчи мечĕ-тре ĕçлет. Ялти ветерансен совечĕн председателĕ те вăл. Çавăнпа та унăн ĕç татах та нумай. Мечĕтре ватăсем пĕрле пуçтарăнсан хăй вăхăтĕнче тĕреклĕ пулнă «Алга» хуçалăх саланса кайни пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Ветерансенчен чылайăшĕн пурнăçĕ шăпах унта иртнĕ-çке. Ватăсене ял пурнăçĕ, вăл мĕнле сывлани, унти тирпей-илемлĕх те интереслентерсех тăрать. Коронавирус чирĕ лăпланманни те хумхантарать. Халăха асăрхануллăрах пулма, чир-чĕртен сыхланма ыйтаççĕ вĕсем.
Имамелтдин Нассертдинович ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ. Паянхи кун та хăйне çирĕп тытать вăл. Ялшăн, унăн пуласлăхĕшĕн ырă ĕçсем тума хатĕр.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *