Ачасен юратăвĕ — чи хакли

Ачасен юратăвĕ — чи хакли

Ачан хăйĕн тĕнче. Кашнин шухăшлавĕ, кăмăл-туйăмĕ, тыткаларăшĕ хăйнеевĕрлĕ. Çавăнпа та вĕсемпе пĕр чĕлхе тупас тесен вĕсемпе ĕçлекенĕн вĕрентекен çеç пулни çителĕксĕр, психолог та, няня та, юлташ та пулмалла. Çак чăнлăха питĕ лайăх ăнланса тăрăшаççĕ район центрĕнчи «Радуга» ача садĕнче ĕçлекен Г.Ф.Молоковăпа В.Н.Никифорова.
Галина Федоровна шкул çулĕсенчех хăйĕн пурнăçне ачасемпе çыхăнтарма шутланă. Малтан Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн шкул çулне çитмен ачасен воспитанийĕн факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. 1983 çулта Аслă Çĕрпÿелĕнчи «Солнышко» ача садĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта вăл 30 çула яхăн заведующи пулса тăрăшнă. 2013 çултанпа «Радугăра». «Паянхи ачасем 30 çул каяллахисемпе танлаштарсан урăхларах. Тыткаларăшĕпе вĕсем ачах пулса юлнă пулин те шухăшлавĕ, интересĕсем улшăннă. Ачана кура хамăрăн та урăхланма тивет. Ĕçре те çĕнĕлĕхсем кĕртме хистет», — тет Галина Федоровна. Садикре вăл аслă воспитатель пулса ĕçленĕ май ачасемпе пĕрле пулнипе пĕрлех кунта тăрăшакан çамрăксемпе те вĕрентÿ ирттерет. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», тенешкел вĕсенчен хăйсенчен те çĕнĕлĕхсене илсе пуçа хывса пырать. Пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелесе пыни паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Г.Молокова. Нумай çул ачасемпе ĕçлесе паха опыт пухнăскер çамрăк воспитательсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
«Радуга» ача садĕнче пĕчĕккисене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем çителĕклĕ. Çакна эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм. Музыка занятийĕсем ирттермелли пысăк та çутă зал, спорт хăнăхтарăвĕсем тумалли ятарлă пÿлĕм паянхи кун ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Инструментсемпе оборудованисем çителĕклĕ.
— Ачасем вылякан пÿлĕмсем те илĕртÿллĕ. Пур мероприятие те, çавăн пекех вĕренÿ занятийĕсене те вăйă меслечĕпе ирттеретпĕр. Кун пек чухне ачасем лайăхрах ăнланаççĕ, паракан пĕлĕве лайăхрах пуçа хывса хăвараççĕ, — сăмахне малалла тăсать Галина Федоровна. Пурнăç, вăхăт улшăнать пулин те ача-ачах пулса юлать. Çавăнпа та воспитателĕн юлташĕ пулса хăйĕн те ача вырăнĕнче те, çавăн пекех вăхăтлăха амăшĕ те пулмалла.
Вера Николаевна пирки калас сăмаха пуçлас умĕн хăй çырнă йĕркесенех илсе кăтартам-ха. «Кашни çын пурнăçĕнче хăйне килĕшекен ĕç суйласа илет. Унсăрăн питĕ йывăр пулнă пулĕччĕ. Эпĕ 1981 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн унтах вожатăй пулса ĕçлерĕм. Куçăн мар майпа вĕренсе малтан библиотекарь, кайран чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн проофессине алла илтĕм. Ку ĕçсем пурте ачасемпе тачă çыхăннă. Шкулта 23 çул ĕçленĕ хыççăн пурнăç çулĕ ача садне илсе çитерчĕ. Ку ĕçпе эпĕ Мускав хулинче пуçларăм. Шкулпа ача сачĕ хушшинче уйрăмлăх пысăк. Малтанах, паллах, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлеме йывăрччĕ. Юнашар ырă кăмăллă та опытлă çынсем пулни, ачасене хытă юратни ĕçе хăнăхма пулăшрĕ. Халĕ вара эпĕ хама урăх вырăнта курмастăп та. Ачасене пурте юратаççĕ. Анчах та кашнин юратă- вĕ хăйнеевĕр. Ачана чи малтанах ăнланма, итлеме пĕлмелле. Нихăçан та «Кай-ха, ан кансĕрле», тесе тĕксе яман эпĕ. Вĕсем нумайăн, кашни хăйĕн шухăшне, кăмăл-туйăмне каласа кăтартасшăн. Вĕсене кашнинех тăнламалла.
Манăн анне те вăрçă вăхăтĕнче Вутланри ача çуртĕнче тăлăх ачасене пăхнă. Çулсем иртнĕ пулин те вĕсене аса илсе пăшăрханатчĕ. Ачасене юратасси çапла йăхран-йăха куçать пулĕ. Хамăн хĕрсем те воспитатель профессине суйласа илчĕç. Аслă хĕр Мускавра ку енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн унтах 9 çул вăй хурать. Кĕçĕнни Шупашкарта тăрăшать. Эпĕ хамăн ĕçпе хăпартланатăп. Ача садне кунсерен çĕкленÿллĕ кăмăлпа çитетĕп. Кунта мана вуншар мăшăр куç йăл кулăпа кĕтсе илни мана савăнтарать, вĕсен хаваслă сасси хавхалантарать. Манăн тĕллев вĕсене ыррине çеç вĕрентесси, тавракурăмне ÿстересси, интереслентересси, аталантарасси».
Пĕр шутласан çак сăмахсем çумне нимĕнех те хушса калама çук пек. Анчах та ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçатăн та, пĕчĕккисем Галина Федоровнăна та, Вера Николаевнăна та питĕ юратнине пĕлетĕн. Çав юратăва вара çĕнсе илмелле. Кама-кама та, ачана улталаймастăн. Çын кăмăлне вĕсем аслисенчен те лайăхрах кураççĕ. Воспитатель ĕçĕнче ачасен юратăвĕнчен ытла хаклăрах парне урăх пур-ши; Çав юратура вĕсен тав сăмахĕ те, мухтани те, хисеплени те пытаннă.

Ю.Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *